Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Урамсене тирпей-илем кĕртетпĕр

Юр хăвăрт ирĕлнĕ май пĕтĕм тасамарлăх куç умне тухать. Хĕл каçипе вара урамсенче кирлĕ мар ăпăр-тапăр, çỹп-çап нумай пуçтарăннă.

Куллен куç тĕлне пулакан тасамарлăх çуркуннехи савăк кăмăла ан салхулаттăр тесе хамăр пурăнакан территорие халех çỹп-çапран тасатма тытăнмалла. Ял тăрăхĕсенче пурăнакан кашни çын, предприятисемпе организацисен ертỹçисем çакна тивĕçлипе ăнланасса шанас килет. Тăван тавралăх илемĕшĕн пĕрлехи вăйпа ĕçе пикенер.

А.БОРИСОВ, 
район администрацийĕн ялхуçалăх пайĕн ертсе пыракан эксперт специалисчĕ.



"Елчĕк Ен"
28 марта 2015
09:40
Поделиться