Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Пултарулăх шыравне тухар-и?

Чăваш кĕнеке издательствипе "Тантăш" хаçат çулсеренех иртекен "Чăваш кĕнеки. Пултаруллă çамрăксем" (Чувашская книга. Юные таланты) конкурса хутшăнма йыхравлаççĕ. Кăçал ăна издательство йĕркеленнĕренпе 95 çул çитнине, Раççейри Литература тата Чăваш Енри Константин Иванов çулталăкĕсене халалланă. Мероприяти тĕллевĕсем нумай енлĕ: çамрăк вулавçăсене чăваш литературипе кăсăклантарасси, ача-пăчан, яш-кĕрĕмпе хĕрупраçăн пултарулăхне аталантарасси, вĕсен чунĕнче патриотизм, тăван ене хаклас туйăмсене чĕртесси.

Ăмăртăва Чăваш Ен шкулĕсенчи вĕренекенсем çеç мар, çĕршывăмăрти ытти регионта пурăнакансем те хутшăнма пултараççĕ. Чи кирли кунта - ачан кăмăлĕ, нумай пĕлме ăнтăлни, чăваш литературипе тата культурипе кăсăкланни. Конкурс нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнче пуçланнă. Йĕркелỹçĕсем патне пирвайхи çырусем те çитрĕç. Эсир 6-18 çулта тăк ĕçĕрсене паянах хатĕрлеме пуçлăр. Паллах, мĕнле номинацие суйласси пирки тĕплĕн ларса шухăшламалăх, тỹресене тĕлĕнтермелли хăйне евĕрлĕ калав-сочинени çырмалăх е картина-плакат ỹкермелĕх вăхăт пур сирĕн. Ĕçсене 2015 çулхи юпа уйăхĕчченех йышăнаççĕ.

"Чăваш кĕнеки. Пултаруллă çамрăксем" конкурс кăçалхипе улттăмĕш хут иртет.

Пĕлтĕрхи пекех пилĕк номинаци палăртнă йĕркелỹçĕсем:

"Интереслĕ кĕнеке" темăпа çырнă чи лайăх сочинени е калав;

"Манăн юратнă сăнар" темăпа тунă чи лайăх ỹкерчĕк;

"Вулама сĕнетĕп!" темăпа хатĕрленĕ чи лайăх плакат, буклет, листовка, открытка е календарь (вулавăн пĕтĕмĕшле е кăмăла кайнă кĕнекен реклами);

"Ача аллипе хатĕрленĕ кĕнеке" - вĕренекен хăй çырнă сăвви-калавĕнчен е заметки-очеркĕнчен тăракан алăпа ăсталанă кĕнеке. Унăн хуплашкийĕ, титул листи, ячĕ пулмалла; кăларăма ỹкерчĕксемпе илемлетмелле; кĕскен автор, ỹнерçĕ пирки хыпарламалла;

"Кĕнеке - пирĕн çемьен чи лайăх тусĕ" темăпа çырнă чи лайăх эссе - кĕнекен этем тата çемье пурнăçĕнчи вырăнĕ пирки.

Çулне-ỹсĕмне кура çĕнтерỹçĕсене виçĕ ушкăнра палăртĕç: кĕçĕннисем (6-12 çултисем), вăтам ỹсĕмрисем (13-15 çултисем), аслăраххисем (16-18 çултисем).

Ĕçсене хатĕрленĕ чух Чăваш кĕнеке издательствинче 2010-2014 çулсенче тухнă кĕнекесемпе тата организаци сайтĕнчи материалсемпе усă курмалла. Хаклава сĕнекен ỹкерчĕксемпе текстсене 2015 çулхи юпа уйăхĕн 12-мĕшĕччен çак адреспа ярса памалла: 428019, Шупашкар хули, И.Яковлев проспекчĕ, 13-мĕш çурт, 704 е 713-мĕш пỹлĕм, "Чăваш кĕнеке издательстви". Конверт çине "Чăваш кĕнеки. Пултаруллă çамрăксем" конкурса" тесе çырсан, проект координаторĕн Надежда Осипован ятне палăртсан аванрах. Сочиненисене, калавсене тата эссесене вара nadesda-1@yandex.ru электрон почтипе те ярса пама юрать. Çыру пуçламăшĕнче "Конкурса" тесе асăнса хăварма кăна ан манăр.

Тĕплĕнрех информацие Чăваш кĕнеке издательствин сайтĕнче çак адреспа тупма пулать: www.chuvbook.ru ("Конкурсы, акции" пайра).

Малтанхи 50 хутшăнакан ятарлă сертификата тивĕçĕ. Чи хăйне евĕрлĕ те ăста ĕçсен хуçисем çĕнтерỹçĕсем пулĕç. Вĕсене Чăваш кĕнеке издательствин çуралнă кунĕнче, 2015 çулхи чỹк уйăхĕн 12-мĕшĕнче, хаклă парнесемпе чыслĕç.

О.ИВАНОВА.



"Елчĕк Ен"
28 марта 2015
13:38
Поделиться