Паттăрсене аса илер-и?
Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче фашистла Германин тата унăн союзникĕсен çарĕсене çапса аркатнăранпа кăçал 70 çул çитет. Çак чаплă уява кĕтсе илнĕ май, хатĕрленỹ ĕçĕсем çинчен хаçат-журналта, телевиденипе, радиопа сахал мар материалсенче, передачăсенче çутатаççĕ. Çапла, чăннипех кирлĕ те пархатарлă ĕç. Çапах та, ман шутпа, курăнакан агитаци çителĕксĕр.
Аслă ăрури çынсем астăваççĕ пулĕ - кашни шкулти курăнакан вырăнта паттăр-пионерсен, паттăр-комсомолецсен сăн ỹкерчĕкĕсене вырнаçтарнă стендсем çакăнса тăратчĕç. Кашни сăн ỹкерчĕк айĕнче çамрăк паттăр ăçта, хăçан çуралнине, мĕнле паттăрла ĕç тунине кĕскен шултра саспаллисемпе çырса кăтартнăччĕ. Çак витĕмлĕ ĕçе çĕнĕрен чĕртсе тăратни пархатарлă ĕç тесе шутлатăп. Кĕнекесемпе альбомсем, чăнах та, лайăх, çапах та стенд çинчи сăн ỹкерчĕксем витĕмлĕрех. Шкул ачи кашни кунах паттăр çамрăксен сăнĕсене курать - хăш-пĕрне аса илсе юлать.
Стендсем валли материалсем пухма вĕренекенсене хăйсене явăçтарни вырăнлă. Интернет та пысăк пулăшу панă пулĕччĕ.
Педагогсенчен, район администрацийĕн вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕнче ĕçлекенсенчен çакна ыйтасшăн: "Мĕн шутлатăр эсир çакăн йышши курăнакан агитаци хатĕрĕ çинчен?"
А.СОРОКИН.