Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Кризис пенсионерсене хăратмасть

Кризис пенсионерсене хăратмасть

Пирĕн корреспондент Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн социаллă политика тата наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитет ертỹçипе Петр Красновпа тĕл пулнă, паянхи çăмăл мар лару-тăру пирки калаçу пуçарнă.

- Петр Степанович, 2015 çулта пирĕн пенсионерсене мĕн кĕтет?

- Раççей Президенчĕ Владимир Путин кăçал Раççей çыннисен пенсине индексацилеме, урăхла каласан, ỹстерме шантарчĕ. Пирĕн республикăра та пенсине тата ытти социаллă тỹлевсене вăхăтра параççĕ.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ята илмелли ĕç стажне пĕчĕклетмелли хушăвĕпе пĕлтĕр эпир - Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсемпе И.Кушевпа тата Н.Маловпа пĕрле Чăваш Республикин "Чăваш Республикин 2015 çулхи тата 2016, 2017 çулсенчи планпа пăхнă республика бюджечĕ çинчен" саккунĕн проектне хушса çырнине кĕртрĕмĕр. Çакăн валли 35 миллион ытла укçа-тенкĕ кирлĕччĕ, вăл тупăнчĕ.

Хальхи вăхăтра ветерансен тỹлевĕ 1082 тенкĕпе танлашать. Ăна Чăваш Республикин территорийĕнче пурăнакан, хĕрарăмсем 37 çул та 6 уйăх, арçынсем 42 çул та 6 уйăх ĕç стажĕ пухса ватлăхпа пенсие тухсан илме пултараççĕ. Малтанхи шутлавсем тăрăх хушма тỹлеве 12-14 пин çын илме тивĕçет. Вăл йышра Елчĕк районĕнчи ветерансем те.

- Халăха социаллă пулăшусем парасси еплерех пулĕ?

- Социаллă пулăшу илекен граждансене, саккунпа килĕшỹллĕн, тепĕр çĕнĕлĕх - социаллă çăмăллăхсен переченьне анлăлатни кĕтет. Саккуна иртнĕ çулхи раштав уйăхĕнче йышăннă. Килте тата çур стационар мелĕпе паракан социаллă çăмăллăхсем тỹлевсĕр пулаççĕ, енчен те пулăшу ыйтнă вăхăтра çăмăллăх илес текенĕн кашни çын пуçне тивекен вăтам тупăшĕ пурăнмалли чи пĕчĕк виçепе танлашсассăн е тата пĕчĕкрех пулсассăн.

Тỹлевсĕр социаллă пулăшăва кам тивĕçет? Çакна пĕлес тесен Чăваш Енре палăртнă пурăнмалли чи пĕчĕк виçене 1,5 коэффициент çине хутламалла. Тĕслĕхрен, 2014 çулхи тăваттăмĕш кварталта республикăра пенсионерсен пурăнмалли чи пĕчĕк виçе 5732 тенкĕпе танлашнă. Çапла вара тỹлевсĕр социаллă пулăшупа пурăнмалли вăтам виçе тупăшĕ 8598 тенкĕпе танлашакансем тата унран пĕчĕкрех тупăш илекенсем усă курма пултараççĕ.

- Петр Степанович, пирĕн районти культурăпа социаллă объектсене юсас ĕç малалла тăсăлĕ-и?

- Астăватăр пулĕ, иртнĕ çулхи комплекслă мероприятисемпе килĕшỹллĕн пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан организацисенче физкультура, спорт занятийĕсем ирттерме тивĕçлĕ условисем туса парас тесе Кĕçĕн Таяпа шкулĕн спорт залне юсама 835 пин тенкĕ укçа-тенкĕ уйăрнă. Унпа урайсене улăштарнă, ăшă туалетсемпе душ кабинисене ĕçе кĕртнĕ. "Доступная среда" программăпа килĕшỹллĕн Кушкăри шкулта 1,6 миллион тенкĕлĕх юсав ĕçĕсем пурнăçланă. Шкула кĕмелли вырăна тата фойене çĕнетнĕ, алăксене улăштарнă, сенсор кабинечĕ йĕркеленĕ. Çавăн пекех Чăваш Республикин бюджетĕнчен Лаш Таяпари, Курнавăшри тата Аслă Елчĕкри информаципе культура центрĕсене çĕнетме 1,2 миллион тенкĕ уйăрнă. Çав укçа-тенкĕпе сасă, çутă, видеопроекци, компьютер оборудованийĕсем, копи тăвакан тата шутлав техники, сцена костюмĕсен комплекчĕсем туяннă, сценăна çĕнетнĕ.

Паянхи кун тĕлне республика бюджетĕнчен Лаш Таяпа ял тăрăхĕнчи культура çуртне тĕпрен юсама çур миллион тенкĕ тата Курнавăш ял тăрăхĕнчи шкула юсама 360 пин тенкĕ субсиди уйăрасси пирки калаçатпăр. Çак ыйтусемпе ĕçлесси малалла пырать.

- Çулсем тума укçа-тенкĕ уйăрма палăртнă-и?

- Кăçал республикăра пуçласа ялсенчи урамсенчи çулсене реконструци тăвас ĕçе пуçăнмалла. Çавăнпа та Елчĕк районĕнче 6,5 километр тăршшĕ çĕнĕ çул сарма палăртнă. Ăна тума республика бюджетĕнчен 6,5 миллион тенкĕ уйăраççĕ. Çавăн пекех Елчĕк - Пăва çул участокне юсаççĕ. Вăл 10 миллион тенке ларать.

- Петр Степанович, районăн 2014 çулхи экономикăпа социаллă аталанăвĕнчи чи паха пулăм мĕн тесе палăртатăр?

- Мана чи малтанах ача çураласси ỹсни савăнтарать. 2014 çулта пин çын пуçне шутласан 16,2 ача çуралнă. Ку вăл республикăра иккĕмĕш кăтарту. Кăштах кăна Красноармейски районĕнчен пĕчĕкрех. Çак кăтарту юлашки 20 çул хушшинче чи лайăххи! Апла пулсан, пурнăç малаллах шăвать.

- Пирĕн района республика Пуçлăхĕ килсе кайрĕ. Района пĕтĕмĕшле мĕнле хак пачĕ вăл?

- Манăн шухăшпа, лайăх. Вăл район çыннисене шаннине туйрăм эпĕ. Çапах та пирĕн тата лайăхрах ĕçлемелле. Эпир вара ĕçлеме пултаратпăр.



"Елчĕк Ен"
28 марта 2015
09:46
Поделиться