Малашлăхшăн тăрăшса
"Победа" ОООра малашлăхшăн тăрăшса çĕнĕлĕхсене анлăн ĕçе кĕртеççĕ.
Ял хуçалăх предприятийĕн техника паркĕ ахаль те пуян. Иртнĕ çулталăк вĕçĕнче кунта тата 4,5 миллион тенкĕлĕх тĕрлĕ техника кỹрсе килнĕ: çĕнĕ йышши дискаторпа жатка, фермăра апат валеçекен "Хозяин" тата улăма тураса вĕтетекен агрегатсем.
- Ахаль те йỹнĕ мар ял хуçалăх техники кăçал иртнĕ çулхипе танлаштарсан 30 процент хакланнă. Асăннă кирлĕ техникăна хаксем ỹсиччен туянма ĕлкĕрни питех те тĕрĕс пулчĕ, - тет ял хуçалăх предприятийĕн директорĕ Н.Головин.
Ака ĕçĕсем вĕçленнĕ хыççăнах фермăра пысăк реконструкци ĕçĕсене пикенмелле.
С.АНАТОЛЬЕВА.
"Елчĕк Ен"