Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Армспорт ăмăртăвĕ

Çитĕнекен ăрăва сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарас тĕллевпе шкулсенче вĕренекенсем хушшинче республика Пуçлăхĕн кубокне çĕнсе илессишĕн армспорт енĕпе иртнĕ ăмăртăва районăн пĕрлештернĕ команди хутшăннă.

Унта 15 хулапа районран килсе çитнĕ 350 вĕренекен ăмăртнă. Командăсен тупăшăвĕнче Елчĕк районĕ виççĕмĕш вырăна тивĕçнĕ. Алă вăйĕ виçекенсенчен чи вăйлисем Ольга Смолина (Çĕнĕ Пăва шкулĕ), Анна Гаврилова (Елчĕк), Алексей Грибов (Çĕнĕ Пăва), Татьяна Васильева (Çирĕклĕ Шăхаль) пулнă.



"Елчĕк Ен"
25 марта 2015
09:10
Поделиться