Телейлĕ ачалăхшăн
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Канашри культура керменĕнче "Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн" марафона тата ача-пăча юррисен "Кăвакалăн пĕчĕк чĕпписен ташши" пĕтĕм тĕнчери фестивальне уçнă.
Уява Юрий Энтин сăвăç, "Раççейри ача-пăча фончĕ" общество организацийĕн республикăри уйрăмĕн правленийĕн председателĕ Юрий Кислов хутшăннă.
Асăннă марафон Чăваш Енре вунтăххăрмĕш хут иртет. Пĕлтĕр унăн пухмачĕ 9,5 миллион тенкĕпе пуянланнă.
Пухăннă укçа-тенкĕне нумай ачаллă, сахал тупăшлă çемьесене, тăлăхсене, сусăрсене пулăшма яраççĕ. Çавăн пекех унпа ача-пăча больницисем валли медицина оборудованийĕсем, тĕрлĕ хатĕр-хĕтĕр, вĕренỹ учрежденийĕсем валли сĕтел-пукан, кĕнеке, тетте туянма, ача-пăча площадкисем тума, пултаруллă çамрăксене стипенди тỹлеме усă кураççĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕн пуçарăвĕпе акци пухмачне муниципалитетсем хывнă укçа-тенкĕ хăйсен тăрăхнех таврăнать. Сăваплă ĕçе кашни çын, предприяти, организаци хутшăнма пултарать.
Укçана марафон счечĕ çине куçарма юрать. Унăн реквизичĕсем:
ЧРО ООБФ "Российский детский фонд"
ИНН 2128005408,
КПП 213001001
Расчетный счет №40703810075220160067
В отделении № 8613 Сбербанка России г.Чебоксары
БИК 049706609, к/с 30101810300000000609.
Хаклă ентешсем! Ыркăмăллăх акцине кашниех хутшăнар.