Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Сыхă пулмалла

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе Чăваш Республикинче терроризмпа кĕрешекен комисси ларăвĕ иртнĕ.

Унта 2013-2018 çулсенче Раççей Федерацийĕнче терроризм идеологийĕпе кĕрешмелли комплекслă план Чăваш Енре мĕнле пурнăçланнине тишкернĕ. Тунă ĕçпе вице-премьер - информаци политикин министрĕ Александр Иванов, культура тата вĕрентỹ министрĕсем Вадим Ефимовпа Владимир Иванов паллаштарнă.

Ларура палăртнă тăрăх - планри мероприятисене туллин пурнăçланă. Калăпăр, Культура министерстви наци-культура пĕрлешĕвĕсене, православи ырă кăмăллăх фончĕсене тата Мăсăльмансен Чăваш Енри тĕн управленине явăçтарса 80 ытла мероприяти ирттернĕ. 2014 çулта республикăри вĕренỹ организацийĕсенче çамрăксен хушшинче нацисен хушшинчи килĕшĕве, тĕнсен çураçулăхне çирĕплетес тĕллевлĕ 500 ытла мероприяти йĕркеленĕ. Çав шутра - Чĕлхесен фестивалĕ, Çураçу кунĕ тата ыттисем.

Информполитика министерстви журналистсен хушшинче пуçласа "Чăваш Ен террора хирĕç" конкурс ирттернĕ, терроризма экстремизм идеологийĕпе кĕрешессин, нацисен килĕшĕвĕпе çураçулăхĕн темине чи лайăх ĕçсене палăртнă.

Пĕтĕмĕшле илсен 2014 çулта нацисен тата конфессисен хутшăнăвĕсем çирĕпленсе пыни куçкĕрет. Çакна федераци шайĕнчи социологи тĕпчевĕсем, экспертсен хаклавĕсем те палăртаççĕ.

Комисси çавăн пекех тĕрлĕ йышши транспорт çинчи хăрушсăрлăха, пысăк пĕлтерĕшлĕ объектсен хỹтлĕхне çирĕплетес ыйтусене пăхса тухнă. Транспорт тата топливăпа энергетика комплексĕн объекчĕсен хăрушсăрлăхĕ çинчен калакан саккунсене мĕнле пурнăçланипе вице-премьер - строительство министрĕ Олег Марков тата транспорт министрĕ Владимир Филиппов паллаштарнă.

Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх - лайăх кăтартусем лăпланса лармалли сăлтав пулмалла мар, обществăпа политика тăнăçлăхне тивĕçтересси яланхи ĕç пулмалла, влаç тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен ертỹçисен сыхлăха самантлăха та çухатмалла мар.

(Чăваш Республикин влаç органĕсен официаллă сайтĕнчен).



"Елчĕк Ен"
21 марта 2015
11:08
Поделиться