Михаил Игнатьев: "Халăх мана шаннине ăнланса суйлава хутшăнатăп"
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче федерацин, республикăн, хуласемпе районсенчи массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсемпе пресс-конференци ирттерчĕ. Çапла майпа Михаил Игнатьев республикăна ертсе пыма тытăннăранпа журналистсемпе улттăмĕш хут тĕл пулма, куçа-куçăн калаçма вăхăт тупрĕ. 2 сехете тăсăлнă пресс-конференцире вăл тĕрлĕрен 20 ытла ыйту çине хурав пачĕ. Михаил Игнатьев çывхаракан суйлавра Чăваш Ен Пуçлăхĕ пулма хăйĕн кандидатурине тăратасси пирки те пуринчен малтан журналистсене пĕлтерчĕ.
- Эсир, Михаил Васильевич, Республика Пуçлăхĕ пулнă май, федераци шайĕнчи ертỹçĕсемпе час-часах тĕл пулатăр? Ыйтусене татса панă чухне хăвăр шухăшăрсене мĕнле палăртатăр?
- Владимир Путин Президентпа, Дмитрий Медведев премьер-министрпа та уççăн, тỹррĕн калаçатпăр. Пирĕн хутшăнусем ĕçлĕ шайра. Çавна май федераци республика валли укçа уйăрнă, уйăрать те. Федераци шайĕнчи тĕрлĕ программăсене хутшăннинчен, конкурссенче ăнăçлă хỹтĕленнинчен те çакă уçăмлăн курăнать. Çĕршыв ертỹçисем Чăваш Республикинчи социаллă пурнăçри тата экономикăри лару-тăрăва лайăх пĕлеççĕ. Дмитрий Медведев премьер Çĕнĕ Шупашкара килсен химиксен хулипе паллашрĕ. Маларах Владимир Путин спорт форумне килсен те унта пулса курнăччĕ. Ĕçлĕ тĕлпулура республикăри пĕлтерĕшлĕ ĕçсене пурнăçлама федераци укçи-тенкине явăçтарасси çинчен сăмах пуçарнăччĕ. Патшалăх пулăшăвĕн усси куç умĕнче, халĕ кунта ĕçсĕрлĕх шайĕ те 0,5 процент анчах.
Савăнăçлă хыпар пĕлтеретĕп: РФ Президенчĕ хăйĕн резерв фондĕнчен пирĕн республикăна 18,6 миллион тенкĕ укçа уйăрма палăртрĕ. Çав шутран 7,5 миллион тенки Шупашкар хулинчи 1-мĕш номерлĕ ача-пăча больницине, ытти _ 11 миллион тенкĕ ытларах - Совет Союзĕн Геройĕ П.Г.Макаров ячĕллĕ Улатăрти 9-мĕш номерлĕ пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкула тата И.Н.Ульянов ячĕпе хисепленекен Пăрачкаври ача садне тивĕçĕ. Сăмах май, 2011 çултан пуçласа республикăна федерацин резерв фончĕнчен 73,4 миллион тенкĕ уйăрма пултарнă.
- Михаил Васильевич, Хура тинĕс хĕрринчи паттăр хуларан мĕнле шухăш-кăмăлпа таврăнтăр?
- Нумаях пулмасть чăваш делегацийĕпе Крым Республикинче пулса Республика Пуçлăхĕпе С.Аксеновпа, Севастополь кĕпернаттăрĕпе С.Меняйлопа, регионри ытти ертỹçĕсемпе усăллă тĕлпулусем йĕркелерĕмĕр. Севастопольте - вырăс çар мухтавĕн символ-хулинче пулса курни пирĕншĕн пысăк чыс пулчĕ. Хура Тинĕс флотĕнче хĕсметре тăракан чăваш çамрăкĕсемпе, кунта пурăнакан хамăр ентешсемпе тĕл пулма тỹр килнĕшĕн те чĕререн савăнтăмăр. Чăваш салтакĕсем служба тивĕçĕсене чыслăн пурнăçлани, командирсем вĕсем пирки ăшă сăмахсем калани пире тата мăнаçлăх кỹчĕ. Сирĕн валли тепĕр çĕнĕ хыпар - Балтика флочĕн ракета катерне "Чувашия" ят пама йышăннă. Эпĕ командованирен çапла тума ыйтнине тивĕçтерчĕç.
- Çĕнĕ экономика условийĕсем çĕнĕ тĕрĕслевсем кăларса тăратаççĕ. Çакăн пирки мĕн каланă пулăттăр?
- Йывăрлăхсем пурри вăрттăнлăх мар. Çакна шута илсе Чăваш Енре кризиспа кĕрешме 2015-2017 çулсем валли 77 пунктран тăракан анлă программа туса хатĕрлерĕмĕр. Пурнăç улшăнса пынине кура программăна та çĕнĕлĕхсем кĕмелле.
Кăçалхи кăрлач-нарăс уйăхĕсенче промышленноç производствин индексĕ 92,1 процентпа танлашнă, тирпейлекен производствăра - 93,5 процент, электричество, газ валеçессинче - 85,9 процент. Тиесе ăсатнă продукци калăпăшĕ те чакнă. Апла пулин те иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан вăтам ĕç укçи 103,6 процент ỹснĕ, вăл 19682 тенкĕпе танлашнă. Потребитель хакĕсем 106,5 процент пысăкланнă. Çулталăк вĕçлениччен çак ỹсĕм 115 процента çитме пултарать.
Промышленноçри йывăр лару-тăру пирки те пытармастăп. "Пысăк бизнесра" хамăр ентешсем сахалрах пулни те чăрмав кỹрет.
- Хальхи кризислă лару-тăрура республикăри аграрисен малалла аталанма шанăç пур-и?
- Ялхуçалăхĕнче тăрăшакансемшĕн - меллĕ вăхăт. Санкцисене пула чикĕ леш енчен кỹрсе килекен продукци сахал пулнă вăхăтра усă курса юлмалла. Ялхуçалăх продукцийĕсене (аш-какай, сĕт, пахчаçимĕç) кăçал иртнĕ çулхинчен ытларах туса илмелле. Мĕншĕн тесен хальхи вăхăтра ял çынни мĕн туса илме пултарни пĕтĕмпех тупăшлă сутăнать.
Уйрăм çынсем хушма хуçалăха аталантарма илнĕ кредитсемшĕн субсиди тỹлессинче иртнĕ çул хăшпĕр йывăрлăхсемпе тĕл пулнăччĕ. Халĕ ку енĕпе лару-тăру уçăмлă: 2014 çулшăн субсидие парса пĕтернĕ, 2015 çулта кредит укçине саплаштарма 2 миллиард тенкĕ ытла пăхса хăварнă. Пуш уйăхĕн 17-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Правительствинче тепĕр йышăну çирĕплетнĕ: Чăваш Енре хресчен (фермер) хуçалăхĕсене йĕркелес текенсене тата уйрăм предпринимательсене усă куракан çĕрсен лаптăкĕсене харпăрлăха илме пулăшас тĕллевпе федераци бюджетĕнчен 32 миллион тенкĕ уйăраççĕ.
- Ялти медицинăна аталантарассипе мĕнле ĕçсем туса ирттерме палăртатăр? Кризислă лару-тăрура Аттелĕхĕн Аслă вăрçин ветеранĕсем, нумай ачаллă çемьесем тата тăлăх ачасем тимлĕхсĕр юлмĕç-и?
- Çын сывлăхĕ 10-15 процент анчах медицинăран килет. Сывлăха упрассишĕн чи малтан хамăрăн тăрăшмалла: тĕрĕс апатланмалла, сывă пурнăç йĕркине пăхăнмалла. Унсăрăн медицинăна аталантарма укçа-тенкĕ хывнин нимĕн усси те пулас çук.
Çын сывлăхне упрас, тĕрлĕ чирсене малтанхи тапхăрта тупса палăртас тата сыватас тĕллевпе ФАПсене çĕнĕ йышши оборудованисемпе тивĕçтереççĕ. Республикăра фельдшерпа акушер пункчĕсем тумалли ятарлă программа ĕçлет. Çак вăхăтчен 60 ФАП хута кайнă, кăçалхи çурла уйăхĕ тĕлне тата 40-ĕшне ĕçе кĕртмелле. Çакăн йышши сиплев уйрăмĕсене уçнăшăн ял тăрăхĕсенче пурăнакансем те кăмăллă. Апла пулин те татса паман ыйтусем те сахал мар. Медицина учрежденийĕсене çĕнĕ йышши оборудованисемпе тивĕçтерме сахал мар укçа-тенкĕ тăкаклатпăр пулин те ялта ĕçлеме специалистсем çитмеççĕ. Хальхи вăхăтра "Земство тухтăрĕ" программăпа килĕшỹллĕн ялсенче 239 çамрăк тухтăр ĕçлеме кăмăл тунă, анчах çакă çителĕксĕр. Кадрсем çитменни - çивĕч ыйту.
Аттелĕхĕн Аслă вăрçин ветеранĕсене хваттерсемпе тивĕçтерес программа малалла ĕçлет. Хальхи вăхăтра вĕсене 5 пин хваттер панă. Мускав тата 215 миллион тенкĕ панине шутласан Çĕнтерỹ уявĕ тĕлне тата 190 ветеран хваттерлĕ пулмалла.
Кашни çул нумай ачаллă (5 е унтан та ытларах) 35-45 çемьене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтернĕ. Ашшĕ-амăшĕн хỹттисĕр тăрса юлнă ачасене пулăшас ыйтăва та малти вырăна хуратпăр.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ытти ыйтусем çине те - 1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 70 çул çитнине уявласси, вăрçă историйĕпе çыхăннă палăксене, обелисксене, асăну хăмисене тирпей-илем кĕртесси, чăваш наци культурипе чĕлхине упраса хăварасси, тĕрлĕ регионсемпе ют çĕршывсенчи чăваш диаспорисем хушшинчи туслă çыхăнăва аталантарасси пирки тĕплĕ хуравсем пачĕ. Кăçалхи авăн уйăхĕн 13-мĕшĕнче - республика Пуçлăхĕн суйлавĕ. Çавна май массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсен тĕп ыйтăвĕ те çакă пулса тăчĕ. Михиал Игнатьев суйлава кандидат пулса хутшăнĕ-и? "Халăх шанăçне туятăп. Çакна ăнланса суйлава хутшăнатăп", - терĕ вăл.
Светлана АРХИПОВА.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче журналистсемпе ирттернĕ пресс-конференци çинчен Наци радиовĕн хумĕ çинче паян, пуш уйăхĕн 21-мĕшĕнче ирхине 10 сехетре итлеме, ятарласа хатĕрленĕ репортажа "Россия-1" каналпа "Эрнери пулăмсем" программăра пуш уйăхĕн 22-мĕшĕнче 10 сехет те 20 минутра, пресс-конференцин тулли версине пуш уйăхĕн 24-мĕшĕнче ирхине 9 сехетре курма пулать.