Диспансеризаци - паха мел
Халăха диспансеризаци тăвас Пĕтĕм Раççейри программа 2013 çулта ĕçлеме пуçларĕ. Халĕ 21 çултан тытăнса пурте тỹлевсĕрех тĕрĕсленме, хăйĕн сывлăхне пĕлме пултараççĕ. Граждансем хăйсен сывлăхĕпе интересленеççĕ-и? Профилактикăн пысăк вăйĕ мĕнре? Мĕншĕн ку ĕçре тĕп çын участок терапевчĕ пулса тăрать? Çак тата ытти ыйтусем çине хурав панă Чăваш Енри Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин профилактика медицинин тĕп специалисчĕ Елена Наумова.
- 2014 çулта Чăваш Енри 200 пин ытла çын диспансеризаци витĕр тухмалла пулнă. Унăн пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарсамăр...
- Иртнĕ çул 222141 çын (палăртнин 99 проценчĕ) диспансеризацин пĕтĕм тапхăрне, 1767-шĕ пĕрремĕш тапхăрне кăна тухнă. Паллă ĕнтĕ, пациентăн мĕнле те пулин чир-чĕр хăрушлăхĕ тупăнсанах ăна хушма тĕрĕслевсем витĕр тухма яратпăр.
Диспансеризаци вăхăтĕнче 30129 тĕслĕхре вăраха кайнă чир-чĕрпе тата 23509 тĕслĕхре тĕрлĕ чир хăрушлăх кăларса тăратнине палăртнă. 567 çыннăн усал шыçă пулнине пуçласа çирĕплетнĕ. 6207 çыннăн чĕрепе юн тымарĕсен улшăнăвĕ, 400-ĕшĕн сахăр диабечĕ, 1012-ĕшĕн куç чирĕсем, 837-ĕшĕн сывлав органĕсем чирлине, 3778-ĕшĕн вар-хырăм чирĕсем тата ытти те пулнине тупса палăртнă. 100 пин ытла гражданăн вăраха каякан инфекциллĕ мар чирсемпе чирлес хăрушлăх сиксе тухать: тĕрĕс мар апатланни (74,4 процент), юнри холестерин шайĕ ỹсес хăрушлăх пысăкки (37,1 процент), юн пусăмĕ хăпарни (31,1 процент), хусканусем сахал туни (25,5 процент), ытлашши виçе (14,6 процент), пирус туртни ( 13 процент), юнри сахăр шайĕ пысăкки (7 процент), алкоголе сывлăхшăн хăрушă виçепе ĕçни (5,6 процент).
Елчĕк районĕнче иртнĕ çул 4481 çын диспансеризаци витĕр тухнă. Вĕсенчен ĕçлекен халăх - 1207, ĕçлеменнисем - 3274. Пур енлĕ тĕрĕслев хыççăн 32 çын шыçăпа, 709 çын эндокрин чирĕсемпе, 56 çын ытлашши самăрланса кайнипе, 78-шĕ юн çаврăнăшĕ пăсăлнипе, 142-ĕшĕн вар-хырăм, 267-ĕшĕн шăкпа арлăх, 72 хĕрарăмăн кăкăр парĕсен чирĕсем пуррине тупса палăртнă.
- Çынсен хăйсен пĕчĕк ыратăвĕсем, суранĕсем пирки пĕлес килменни е хăрани сисĕнмест-и?
- Çынсем диспансеризаци витĕр тухма хатĕрри аван туйăнать. Эпир ыйтса пĕлнĕ тăрăх, тĕрĕслев витĕр тухнисем (80 проценчĕ) çак ĕç питĕ кирлĕ тесе шутлаççĕ. Ыйтса пĕлнисенчен 40 çула çитменнисем çак ĕçе ырлани савăнтарать. Апла пулсан çамрăк çынсем те хăйсен сывлăхне пăхма, упрама тăрăшаççĕ.
- Диспансеризацине ĕç вăхăтĕнче ирттереççĕ. Ĕç паракансем пурте çакна ăнланса йышăнаççĕ-и?
- Федерацин саккунĕсемпе килĕшỹллĕн ĕç паракансен ĕçченсене медосмотра тата диспансеризацине кайма условисем туса пама тивĕçлĕ. Çакă каярахпа чирлессине чакарма май парать. Ĕçлекен сывă пулсан тăкаксем пĕчĕкрех, çавна май ертỹçĕсем тĕрĕслеве ыррăн йышăнаççĕ. Халăха меллĕ пултăр тесе поликлиникăсен ĕç вăхăтне тăснă, медицина организацийĕсем шăматкун, çавăн пекех вырсарникун та ĕçлеççĕ.
Кăçал Елчĕк районĕнчи 4403 çынна диспансеризацилеме палăртнă. Вĕсенчен 2086 арçын, 2317 хĕрарăм.
- Хальхи диспансеризацин уйрăмлăхĕ мĕнре?
- Тĕп уйрăмлăхĕ - ăна икĕ тапхăрпа йĕркелени. Пĕрремĕшне (скрининга) граждансен инфекциллĕ мар вăраха кайнă чир-чĕр пуррине, вĕсем аталанма пултарассине кура пур ỹсĕмри арçынпа хĕрарăма тĕрĕслеççĕ. Пĕтĕмлетỹсем тунă хыççăн иккĕмĕш тапхăра яраççĕ. Унта хушма тĕпчев-тĕрĕслевсем ирттерсе чир-чĕре палăртаççĕ кăна мар, хăрушлăхăн сăлтавне уçса параççĕ.
Унчченхи пекех диспансеризацине участок йĕркипе пурнăçлаççĕ. Кунта тĕп çын участокри терапевт пулса тăрать. Пациент ун патне пĕтĕм анализсемпе кĕрет. Вăл вара анализсене тишкерсе пĕтĕмлетет. Пирĕн задача - халăха чир-чĕртен асăрхаттарасси. Диспансеризаци - участокри терапевт хăйне уйăрса панă тăрăхри халăхăн сывлăхĕшĕн пур енлĕн кĕрешни.
- Диспансеризаци пулăшăвĕпе мĕнпур сывмарлăха тупса палăртма пулать-и?
- Анализсен спектрне туса хатĕрленĕ чухне çĕршывра хăш чир-чĕр ытларах вилĕм патне илсе пынине шута илнĕ. Ку вăл вăраха кайнă инфекциллĕ мар чирсем - чĕрепе юн, онкологи, ỹпкепе сывлав, сахăр диабечĕ тата ытти те. Паллах, эпир ытти чирсемпе те тĕл пулатпăр, вĕсене тĕпчетпĕр. Çапах та чи малтан маларах асăннă тăватă чире тупса палăртасси тĕп вырăнта пулса тăрать.
Çак чир-чĕр ытларах çыннăн пурнăç шайĕпе çыхăннă. Витĕмлĕ консультаци парсан, "сывлăх шкулĕнче" вĕренсен пациент хăй сывлăхĕ çине урăхларах пăхĕ, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма вĕренĕ. Кашни çын сывлăхĕ хăйĕнчен килнине ăнлантарсан, ăна кашни пиллĕкмĕш çын тĕпе хурсан, çĕршывра вилекенсен йышĕ те чакĕ. Çакă та диспансеризацин тĕп задачисенчен пĕри.
- Хăш ушкăнри çынсене диспансеризаци витĕр кăлараççĕ?
- Пур категорири çынсене те: ĕçлекенсене, ĕçлеменнисене, вĕренỹ учрежденийĕсенче пĕлỹ илекенсене. Пĕрремĕш диспансеризацине, каларăмăр ĕнтĕ, çын 21 çул тултарсан тухать. Ыттисене - кашни виçĕ çулта пĕр хут. Енчен те сирĕн ỹсĕм виççĕ çине пайланать пулсассăн - эсир тĕрĕслев витĕр тухма пултаратăр.
- Ĕмĕрхи ыйту: халăх диспансеризаци витĕр тухнине кам тỹлет?
- Граждансен тĕрĕслевĕ тỹлевсĕр. Вăл обязательнăй медицина страхованийĕн никĕс программипе килĕшỹллĕн пурнăçланать тата патшалăхăн граждансене медицинăн тỹлевсĕр пулăшăвĕ памалли гарантин уйрăлми пайĕ шутланать. Сывлăха тĕрĕслемелли тата тĕпчемелли переченĕ арçынсемпе хĕрарăмсен пĕрешкел мар. Вĕсене пурне те хăвăр пурăнакан е çирĕплетсе панă поликлиникăсенче тỹлевсĕр ирттереççĕ.
- "Сывă тесе йышăннисемпе" чирлисен шайĕпе паллаштарсамăр?
- Диспансеризаци тата пациент сывлăхне йĕркелемелли çул-йĕре палăртнин пĕтĕмлетĕвĕсене тĕпе хурса çынсене сывлăх енĕпе виçĕ ушкăна кĕртеççĕ. Пĕрремĕшĕнче - сывă граждансем. Вĕсен чир-чĕр енĕпе хăрушлăх çук. Ку йыша пĕлтĕр диспансеризаци витĕр тухнă халăхăн 31,2 проценчĕ кĕнĕ. Иккĕмĕш ушкăнрисем - 20 процент, вĕсен хушма тĕрĕслев-тĕпчев витĕр тата диспансер тĕлĕшĕнчи сăнав кирлĕ мар амаклă граждансем. Виççĕмĕшсем, 48,8 процент, врач патĕнче сăнаса тăмалли е ятарлă, çав шутра пысăк технологиллĕ пулăшу ыйтакан чирсемлĕ граждансем.
Елчĕк районĕнче тĕрĕслев витĕр тухнисен 12,7 проценчĕ - пĕрремĕш, 33,1 проценчĕ - иккĕмĕш, 54,2 проценчĕ виççĕмĕш сывлăх ушкăнне кĕреççĕ.
- Диспансеризацире уйрăм мелпе пымалли граждансен категорийĕ çук-и?
- Участокри врачăн кашни çынпа уйрăмшарăн калаçмалла. Диспансеризацире пациентăн сывлăхне пĕрремĕш ушкăна кĕртнĕ пулсан та унăн профилактика тĕрĕслевĕсене тăтăшах тухмалла. Пурте пĕлетпĕр, чир-чĕртен малтан сыхланмалла, каярах хака ларать.
- Чăваш Енри Сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министерстви диспансеризаци ирттернинчен мĕнле кăтартусем кĕтет?
- Тĕрĕслев тухăçлăхĕн тĕп хаклавĕ: чирлекенсен йышне чакарасси, чирсене юлашки тапхăра çитиччен тупса палăртасси, вилекенсен тата сусăррисен йышне чакарасси, пĕрремĕш ушкăна кĕрекен граждансен йышне ỹстересси...
- Чăваш Енре профилактика медицинине аталантарассинчи çĕнĕ утăмсем?
- Тĕп тĕллевсенчен пĕри - участок терапевчĕн тата поликлиникăн ĕçне çĕнĕлле йĕркелесси. Мĕншĕн тесен профилактика тата диспансер тĕлĕшĕнчен пăхса тăрасси тухтăр ĕç вăхăчĕн 30-40 процентĕнчен ытларах йышăнмалла мар. Диспансеризаци участок терапевчĕн тата пĕтĕм пуçламăш звенон ĕçне çĕнетмелли тĕп çул-йĕр шутланать. Кунта вара каялла чакмалла мар. Кăтартăвĕсене эпир темиçе çултан туйăпăр. Патшалăхăн социаллă политики тата хальхи медицинăн тĕп тĕллевĕ - хамăр çĕршыври граждансен кун-çулне вăрăмлатасси.