Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Юр ирĕлет, шыв юхать

Çуркуннехи шыв-шур тапхăрне район территорийĕнче ăнăçлă ирттерсе ярасси - паянхи тĕп тĕллев.

Пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес, чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас тата ăна сирсе ярас енĕпе ĕçлекен комиссин тунтикун пулса иртнĕ пĕрлехи ларăвĕнче те шыв-шур вăхăтĕнче тĕрлĕ инкекрен сыхланасси пирки тĕплĕ калаçу пуçарнă. Лару ĕçне комисси председателĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Л.Левый ертсе пынă тата пĕтĕмлетнĕ. Район администрацийĕн капиталлă строительство, пурăнмалли çурт-йĕр тата коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ Н.Петров, ял хуçалăх пайĕн ертсе пыракан эксперт специалист-экологĕ А.Борисов, район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн начальникĕ А. Клементьев, пушар хурал пайĕн начальникĕ А.Сайкин, Роспотребнадзор специалисчĕ С.Петрянкина, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Рыбкин тухса калаçнă.

Шыв-шур тапхăрĕнче гидротехника сооруженийĕсенче шахтăсемпе юхтармалли пăрăхсем пăрпа тулса ларас, бетонпа çĕр хушшинче шыв сăрхăнас, плотина урлă шыв юхас хăрушлăх пысăк. Кăçал юр ытла хăвăрт ирĕлнине шута илсе "Чувашавтодор" АУОн Канашри территори-производство управленийĕн Елчĕкри прораб участокĕн тата ДПМК "Яльчикское" ООО коллективĕсен ĕçченĕсем хăйсен участокĕсенчи территорисенчи шахтăсемпе шыв юхмалли пăрăхсем патне çул хывассипе, вĕсене пăртан тасатассипе, иртнĕ çулхисемпе танлаштарсан, чылай маларах ĕçе пикеннине палăртаççĕ. Апла пулин те çитменлĕхсем çук мар. Комисси председателĕ Л.Левый, иртнĕ канмалли кунсенче ял тăрăхĕсенчи кĕперсене, автоçулсене ятарласа тĕрĕсленĕ май, хăшпĕр ял тăрăхĕсенче шыв-шур тапхăрне инкексĕр ирттерсе ярас тĕлĕшĕпе хатĕрленỹ ĕçĕсене çителĕксĕр пурнăçланине пытармарĕ. Иртнĕ çулхисемпе танлаштарсан, юр кăçал сахалрах çунă. Çавна пу- ла-и, тен, çынсем те шыв-шур тапхăрĕ инкек-синкексĕр иртессе шанаççĕ. Шутланă пек пулсан - лайăх. Апла пулин те инкеке сирсе ярас тĕллевпе ял тăрăхĕсенче çирĕплетнĕ комисси членĕсен кашни çулхи пекех тимлĕ пулмалла, ĕçе яваплăха туйса пурнăçламалла...

С.АНАТОЛЬЕВА.



"Елчĕк Ен"
18 марта 2015
10:16
Поделиться