Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Уяв кашнин чĕринче йĕр хăвартăр

Район администрацийĕнче Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине хатĕрленсе уявлас тĕлĕшпе ĕçлекен йĕркелỹ комитечĕн анлă ларăвне унăн председателĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ-вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Л.Левый ертсе пычĕ.

Кун йĕркине кĕртнĕ чи пысăк ыйтусенчен пĕри шкулсенчи музейсем вĕренекенсене патриотла воспитани панă çĕрте мĕнле вырăн йышăннине пăхса тухасси пулчĕ. Çĕнĕ Пăвари пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул директорĕ Д.Горшков шкулти музей ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Историпе тăван тавралăх тата этнографи музейĕнче 1123 экспонат упранать. Çамрăк таврапĕлỹçĕсем тăван ялти вăрçă ветеранĕсем пĕри те аса илмесĕр ан юлччăр тесе вĕсен çемйисемпе туслă çыхăну тытаççĕ. "Манăн асатте е кукаçи - фронтовик" ятлă сочинени çыраççĕ. Ветерансене хăнана чĕнсе паттăрлăх урокĕсем ирттересси те çирĕп йăлана кĕнĕ. Çĕнĕ Пăва тăрăхĕнчи 5 хĕрарăм арçынсемпе тан хаяр вăрçăра çапăçнă. Вĕсем пирки ятарлă кĕтес уйăрнă. Вăрçă ветеранĕсене, тыл хастарĕсене ачасем ятран пĕлччĕр тесе тĕрлĕ тĕпчев ĕçĕсем çырни те лайăх.

Районти 19 шкултан 14-шĕнче музейсем пур. Пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтарнă экспонатсене упрамалли, музейсене çĕнĕ материалсемпе пуянлатмалли пирки тĕплĕн калаçрĕç ларура. Мĕнле пулсан та аслă ăру çыннисем вуншар çулсем пуçтарнă пуянлăха салатса пĕтермелле маррине палăртрĕç. Харкам хăй ялĕнчи кашни фронтовика ятран пĕлтĕр шкул ачи. Вĕсем камăн та пулин ашшĕ, мăн аслашшĕ, мăн кукашшĕ... Çак кунсенче районти ятарлă комисси шкулсенчи музейсен ĕç-хĕлне тишкерсе вăрçă тата тыл ветеранĕсен, салтак арăмĕсен ячĕсем мĕнле вырăнта тăнипе кăсăкланать.

Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче пуç хунă ентешсен, унтан килсен вăхăтсăр пурнăçран уйрăлса кайнă ветерансен ячĕсене ĕмĕрлĕхе сыхласа хăварас тесе лартнă палăксемпе обелисксене тирпейлĕ тытасси пирки кашни канашлурах çивĕч хускатаççĕ. Хальхинче Аслă Таяпа, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем В.Сапожниковăпа В.Рыбкин, Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ Г.Адюкова палăксемпе обелисксене мĕнле пăхса тăнипе паллаштарчĕç. Пĕр сăмахпа каласан, кашни ялтах вĕсене çĕнетсех, юсасах тăраççĕ. Ку енĕпе иртнĕ çул Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕ калама çук пысăк ĕçсем туса ирттернĕ. Çанталăк ăшăтсанах палăксем çинчи паттăрсен ячĕсене çĕнетсе çырса хурассине, ытти юсав ĕçĕсем пурнăçлама палăртнине пĕлтерчĕç ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем. Ялсенчи палăксемпе обелисксене тирпейлесе пăхса тăрассине шкул ачисемпе культура ĕçченĕсене явăçтарнă.

Районти вăрçăпа ĕç ветеранĕсене Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине халалланă юбилей медалĕсемпе чысласси малалла пырать. Халăха социаллă пулăшу паракан пай начальникĕ И.Аникина пĕлтернĕ тăрăх çак хисепе тивĕçнĕ 952 ветеран çак кунсенчех юбилей медалĕсене кăкăрĕ çине çакĕ.

Чаплă уява ĕмĕр асра юлмалла ирттерес тесе Раççей шайĕнче тĕрлĕ акцисем йĕркелеççĕ. Ку ĕçсене шкул ачисемпе çамрăксене, волонтерсене те анлăн явăçтараççĕ. Çĕнтерĕве халалланă массăллă мероприятисемпе акцисем пирки район администрацийĕн вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн ертсе пыракан эксперт специалисчĕ Ф.Цыганова паллаштарчĕ. Акцисем пĕринчен тепри илĕртỹллĕ те кăсăклă. Районти ветерансен канашĕн ертỹçи С.Терентьева ветерансене пысăк тимлĕх уйăрмаллине аса илтерчĕ.

Çавăн пекех район центрĕнче Çĕнтерỹ кунне уявламалли сценарине тишкерсе оргкомитет членĕсене конкретлă ĕçсем çирĕплетрĕç.

В.СМИРНОВА.



"Елчĕк Ен"
18 марта 2015
10:09
Поделиться