Статистика сăнавĕ иртет
Федераци шайĕнчи кашни çул суйласа ирттерекен статистика сăнавĕ кăçал Чăваш Республикинчи 5 хулапа 8 районта иртет.
Çапла майпа пуш уйăхĕнче Раççейри 45 пин çурт хуçалăхне, çав шутран Чăваш Республикинче 432, хулара - 240, яллă вырăнта 192 çурт хуçалăхне сăнама-тĕпчемпе палăртнă. Елчĕк районĕнче Ĕнел ялĕ статистика сăнавне кĕрет.
Суйласа илсе ирттернĕ Раççей шайĕнчи статистика сăнавĕ халăх пурнăçне лайăхлатас тĕлĕшĕпе наци проекчĕсемпе патшалăх программисене йышăнма кирлĕ. Халăхран ыйтса пĕлме çирĕплетнĕ Чăвашстат уполномоченнăйĕ çынсенчен ĕç укçи, хăй тĕллĕн ĕçлесе илнĕ тупăш, пенси тата социаллă пособисем мĕн чухлĕ пулни çинчен ыйтса пĕлет. Тупăшсен уйрăмлăхĕн шайĕ улшăннине тата тĕрлĕ сийри çынсен чухăнлăх шайне, çемьесем социаллă программăсене хутшăннине палăртасси те тĕп вырăнта пулĕ.
Халăхран ыйтса пĕлме çирĕплетнĕ Чăвашстат уполномоченнăйĕ - интервьюер Росстат хатĕрленĕ ыйтусем çине хуравланă кăтартусене ятарлă бланксем çине çырса палăртать. Çынсен ыйтусем çине хăйсен ирĕкĕпе, нимĕнле документ кăтартмасăрах хуравлама ирĕк пур.
Сăмах май, суйласа илнĕ статистика сăнавĕ 2012 тата 2014 çулсенче (пурĕ 55 пин çурт хуçалăхне сăнаса тĕпченĕ) иртнĕ.