Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Саккунсăр сунар

Экологипе çыхăннă саккунсене пурнăçласси, уйрăммăн илсен чĕрчунсен тĕнчипе усă курас тата вĕсене сыхлас ыйту, юлашки çулсенче Раççейре çивĕч тăрать.

Чĕрчунсен тĕнчипе усă курассине тата вĕсене сыхлассине федерацин 1995 çулхи ака уйăхĕн 24-мĕшĕнчи (52-мĕш номер) "Чĕрчунсен тĕнчи çинчен" саккунĕпе, çавăн пекех РФ тата федерацин субъекчĕсен нормативлă акчĕсемпе килĕшỹллĕн пурнăçлаççĕ.

Ирĕк илмесĕр (лицензисĕр), 18 çул тултарман тата сунарçăсен обществине кĕмен çын сунар ĕçне хутшăнни саккунсăр шутланать. Вăл анчах мар, сунар вырăнне тата вăхăтне шута илменни те саккунсăр. Мĕнле мелпе, хатĕрпе усă курса сунара хутшăнни, сунарçă мĕн чухлĕ тупăш туни те пĕлтерĕшлĕ. Çак йĕркене федерацин "Сунара тухасси тата сунар çăлкуçĕсене упрасси тата Раççей Федерацийĕн уйрăм нормативлă акчĕсене улшăнусем кĕртесси çинчен" (2009 çулхи утă уйăхĕн 24-мĕшĕ, 209-мĕш номер) саккунĕпе килĕшỹллĕн пурнăçласа пыма тивĕçлĕ.

Пăшие, пăлана, упана пăшалпа пени, кайăксемпе чĕрчунсене шыв çинче çỹрекен тата ытти транспорт хатĕрĕсемпе, сирпĕнекен япаласемпе усă курса вĕсене ушкăнпа, пачах тытма чарнă чĕрчунсемпе кайăксене тытнă, заповедниксемпе заказниксен территорийĕсем те чăрмав пулса тăман çынсен тĕлĕшĕпе уголовнăй ĕç пуçарма тивĕçлĕ, вĕсене Раççей Федерацийĕн Уголовнăй кодексĕн 258 статйин 1 пайĕпе килĕшỹллĕн айăплав йышăнаççĕ.

Сунар ĕçне саккунсăр хутшăннă, административлă майпа айăпланă уйрăм çынсене 500 тенкĕрен пуçласа 5000 тенкĕ таран штраф параççĕ тата сунар хатĕрне тытса илеççĕ, çак ĕçе хутшăнма 3 çул таран чарса лартаççĕ. Должноçри çынсен тĕлĕшĕнчи йĕрке тата çирĕп: вĕсене 2500 тенкĕрен пуçласа 50000 тенкĕ таран штраф тата сунар хатĕрне тытса илнипе пĕрлех малашне сунар ĕçне хутшăнассинчен вуçех хăтараççĕ. Уголовнăй ĕç пуçарнă, преступлени туни çирĕпленнĕ пулсан айăплав штрафĕ 100000 тенкĕрен пуçласа 300000 тенкĕпе танлашать. Айăпланакан çынран унăн пĕр çулталăкран пуçласа икĕ çул таранчченхи ĕç укçине е ытти тупăшне шыраса илме, е 2 çул таран юсанса ĕçемелле, е 6 уйăх таран арестлеме, е 2 çул таран хупса лартма, малашне должоçри вырăнсенче ĕçлессинчен хăтарма тата 3 çул таран çакăн йышши ĕçсене хутшăнма чарса лартма йышăну çирĕплетме пултараççĕ.

Черетлĕ кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрта (2014 çулхи авăн уйăхĕнчен пуçласа 2015 çулхи нарăс уйăхĕсем) республикăри тĕрĕслев тата асăрхав, право сыхлавĕн органĕсен должноçри ĕçченĕсем район территорийĕнче ирттернĕ пĕрлехи тĕрĕслевсенче сунар йĕркисене пăснин темиçе тĕслĕхне тупса палăртнă. Çĕрлехи рейдсенче транспорт хатĕрĕсемпе усă курса саккунсăр майпа сунара тухнă 4 гражданин тĕлĕшĕпе протокол çырнă - вĕсене штрафланă. Иккĕмĕш хут йĕркене пăхăнмасан айăплав тата çирĕпрех пулĕ, саккунпа килĕшỹллĕн 4000 тенкĕрен пуçласа 5000 тенкĕ таран штраф параççĕ, сунар хатĕрне тытса илеççĕ тата 1 çулталăкран пуçласа 3 çул таран çак ĕçе хутшăнма чараççĕ.

Елчĕк районĕнчи 1-мĕш суд участокĕн миравай судйи кăçалхи нарăс уйăхĕнче районта пурăнакан пĕр çын тĕлĕшĕпе РФ Уголовнăй кодексĕн 258 статйин 1 пайĕн "а", "б" тата "в" пункчĕсемпе килĕшỹллĕн приговор йышăннă. 2015 çулхи кăрлачăн 4-мĕшĕнче С. гражданин Тăрмăш ялĕ çывăхĕнчи хирте йĕкĕр чĕрнеллĕ чĕрчунсене тытма чарнă вăхăтра та, пăшие пеме лицензи илмесĕрех ăна юр çинче çỹрекен çунапа йĕрлесе хăйĕн пăшалĕпе пенĕ, çапла майпа патшалăха тата экологи тĕлĕшĕнчен чĕрчунсен тĕнчине 200 пин тенкĕлĕх сиен кỹнĕ. С. гражданин патшалăха сиен кỹнин пĕтĕм тăкакне каялла тавăрса панине шута илсе суд ăна çăмăлрах майпа айăплама йышăннă - ĕçлесе юсанмалла тунă.

Чĕрчунсен тĕнчи - çĕршыв пуянлăхĕ. Унпа пĕлсе, саккунпа килĕшỹллĕн анчах усă курма юрать.

В.НИКОЛАЕВ, 
район прокурорĕ, юстици советникĕ.



"Елчĕк Ен"
18 марта 2015
10:06
Поделиться