Елчĕксем - лауреатсем
Чăваш патшалăх культурăпа искусство институтĕнче "Калейдоскоп талантов" республикăри пĕрремĕш фестиваль-конкурс иртнĕ. Унта Елчĕкри искусство шкулĕнче хушма пĕлỹ илекен ачасем те хутшăннă.
Конкурс тĕрлĕ номинаципе иртнĕ. "Халăх ташши" номинацире Елчĕкри "Вдохновение" аслă ушкăн пĕрремĕш степень лауреачĕ пулса тăнă. Çак ушкăнра Анна Данилова, Татьяна Иванова, Алина Краснова, Василиса Ефремова, Светлана Охотина, Анна Романова, Юлия Чермакова, Анна Кузьмина ташлаççĕ. Пултаруллă хĕрачасене Светлана Карамаликова ертсе пырать.
"Халăх инструменчĕсем" номинацире Георгий Карчиковпа Кирилл Чернов (преподавателĕ Сергей Краснов) виççĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ.
Римма Парферьева преподаватель те çак конкурсран пăрăнман. Вăл живопись номинаципе ĕçсем тăратнă. Унăн "Возвращение вечернего стада" тата "Родной край" ĕçĕсем конкурсра чи лайăххисем пулнă. Р.Парферьева I степень диплома тивĕçнĕ.
Калас пулать, Римма Витальевнăн вĕренекенĕсем те республикăри тĕрлĕ конкурссене хутшăнаççĕ. Нумаях пулмасть Мария Никонова, Анастасия Чернова, Татьяна Николаева "Рождественское чудо" фестивальтен I тата II степень дипломсемпе таврăннă. Карина Сивкова та республикăри уçă фестивале тăратнă ỹкерчĕкпе III степень диплома тивĕç пулнă.
К.ВАСИЛЬЕВА.