Алексей Кокель
Чăваш ỹнерçи тата вĕрентекенĕ Алексей Афанасьевич Кокель çуралнăранпа 135 çул çитрĕ. Вăл Октябрь революцийĕччен аслă пĕлỹ илнĕ пĕрремĕш чăваш ỹнерçи. Патăрьел районĕнчи Турханта чухăн хресчен çемйинче 1880 çулхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнче çуралнăскерĕн хушамачĕ ашшĕ ячĕпе Афанасьев пулнă. Кокель вара "кукăль" сăмахран тухнă теççĕ. Питĕрте художество академийĕнче вĕреннĕ чухне хăйĕн ĕçĕсене час-часах Афанасьев тесе алă пуснă.
Ỹкерме Алексей пĕчĕкренех юратнă. Хут-кăранташ пулманран хăй тĕллĕн тунă кăмрăкпа, тĕслĕ чулсемпе, пурăпа ỹкернĕ. Çичĕ çула çитсен шкула çỹреме пуçланă, пĕрмаях ỹкернĕ. Унăн ỹкерчĕкĕсене ял çыннисем укçа парса та туяннă. Турăшсем ỹкерме ăста пулнă. Вĕсене вырăнти чиркỹре иконопиç мастерскойĕнче тунă турăшсемпе пĕрлех çветит тунă. Заказсем вара чиркỹ праçникĕсем умĕн уйрăмах нумайланнă.
Кокель Академи çумĕнчи рисовани шкулне, педагогăн Аслă курсĕсене, художество академийĕ çумĕнчи художествăн Аслă училищин И.Репин мастерскойне вĕренсе пĕтернĕ. 1916 çулта Харьковри художество училищинче вĕрентме пуçланă. 1922 çулта Кокеле профессор ятне панă. Çамрăксене вĕрентес ĕçре 40 çул ытла тăрăшнă вăл.
Кокель çинчен "Правда" хаçат, "Пирĕн çитĕнỹсем" ятлă журнал ырласа çырнă. Унăн ĕçĕсене ытти ỹнерçĕсем пысăк хак панă.
А.ПЕТРОВА.