Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Пулăшма тăрăшатпăр

Сусăр çынсен пурнăçĕ çăмăлах пулманнине пурте пĕлетпĕр. Йывăрлăхран тухмалли майсене малтанхи вăхăтра ытларах хăйсем тĕллĕн татса пама тивнĕ пулсан, халĕ вĕсене пулăшасси - вăй çитнĕ ĕç вырăнĕ тупса парасси çине патшалăх та пысăк тимлĕх уйăрать.

Апла пулин те экономикăри тăнăç мар лару-тăрура инвалидсене тивĕçтерекен ĕç вырăнĕ тупса пама çăмăлах та мар. 2012 çулта - 44, 2013 çулта - 31, 2014 çулта - 23, кăçалхи 2 уйăхра 5 инвалид çын пиртен пулăшу ыйтрĕç. Ĕç паракансемпе калаçса татăлма çăмăлах мар пулин те халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра пынисене пулăшма тăрăшатпăр. Малтанхи çул вĕсенчен 40-шне, тепĕр çулхине 22-шне, 2014 çулта 18-шне ĕçе вырнаçтарма май килчĕ. Çынсене хăш професси ытларах килĕшнине тупса палăртас тĕллевпе профориентаци ĕçĕсене туса ирттеретпĕр. Çавна май инвалидсем хушшинче кашни çул ятарласа хатĕрленĕ "Çĕнĕ старт", "Ĕç шыракансен клубĕ" программăсене, "Хăвна хăв тĕрĕсле", "Хăвна пулăш", "Пĕтĕмпех хăвăн аллунта" тренингсем йĕркелесе ирттеретпĕр. Вырăнти профконсультантпа психолог инвалид çынсен шухăш-кăмăлне, ытларах мĕнле ыйтусемпе кăсăкланнине шута илсе вĕсене професси суйласа илме пулăшаççĕ. Инвалидсене ĕçе вырнаçма пулăшас тĕллевпе иртнĕ çул çакнашкал темиçе мероприяти йĕркелесе ирттернĕ. Ку чухне пире "Аспект" вĕрентỹпе методика центрĕн специалисчĕсем нумай пулăшаççĕ. Раштав уйăхĕн малтанхи вунă кунлăхĕнче, инвалидсен кунне халалласа, уçă алăксен кунне йĕркелесе ирттересси йăлана кĕнĕ. Ун чухне граждансене халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр специалисчĕсем анчах мар, районти ытти предприятисемпе социаллă службăсен представителĕсем те хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăнаççĕ. Ваканси ярмăрккисене йĕркелесе ирттеретпĕр.

Инвалидсене ĕçе вырнаçма пулăшассине "Чăваш Республикинче инвалидсен ĕç вырăнĕсене квотăласси çинчен" саккунпа килĕшỹллĕн пурнăçласа пыратпăр. Хальхи вăхăтра пирĕн районти 4 организацире (100 çын ытла ĕçлекен организацисенче) 20 инвалида ĕçпе тивĕçтерме квота çирĕплетнĕ. Анчах хальлĕхе 14 инвалид анчах ĕçлет. Районти тĕп больницăра тата Елчĕкри почтамтра квота пурнăçланмасть. Законодательство акчĕсенче ĕç вырăнĕсене квотăласси çинчен улшăнусем пулнине çийĕнчех ĕç паракансене пĕлтеретпĕр. Пĕрле калаçса татăлса инвалидсене ĕçе вырнаçтарас тĕллевпе предприятисенче пулса ĕçлĕ канашлусем ирттеретпĕр, ăнлантару ĕçĕсене район хаçачĕ урлă туллин туса пыма тăрăшатпăр.

Вăхăтлăх ĕçре тăрăшакан инвалидсене ĕç паракан çирĕплетнĕ ĕç укçи çумне федераци бюджетĕнчен уйăракан тĕллевлĕ укçана хушса тỹлеççĕ - вăл 1700 тенкĕпе танлашать. Чăваш Республикинче пурăнакансене 2012-2020 çулсенче ĕçе вырнаçтарас тĕлĕшĕпе çирĕплетнĕ программăпа килĕшỹллĕн иртнĕ çул районти 18 инвалида вăй танçи ĕçпе тивĕçтернĕ. Инвалидсен ĕçне ансатлатас тĕллевпе, ятарлă оборудовани вырнаçтарса пама уйăракан (кашни ĕç вырăнĕшĕн 69500 тенкĕ) тĕллевлĕ укçа-тенкĕпе усă курса районти 2 инвалида пулăшма палăртнă. 2013 çулта хăйĕн ĕçне йĕркелеме кăмăл тунă 1 çын патшалăхран уйăракан каялла тавăрса памалла мар укçа-тенкĕпе (58800 тенкĕ) усă курнă. Асăннă субсидие кĕçех тепĕр инвалид çынна пама палăртнă.

М.ВАСИЛЬЕВА, 
халăха ĕçпе тивĕçтерекен районти центр директорĕ.



"Елчĕк Ен"
28 февраля 2015
13:52
Поделиться