Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Йывăрлăха парăнман

Йывăрлăха парăнман

Ленин орденлĕ "Победа" колхозра ырми-канми тăрăшнă хисеплĕ колхозница, "Ĕç ветеранĕ" ята тивĕçнĕ Аслă Пăла Тимешре пурăнакан Вера Васильевна Викторова 70 çулхи юбилейне кĕрекере йышлă ачи-пăчипе, мăнукĕсемпе пĕрле кĕтсе илет.

...Аттелĕхĕн Аслă вăрçи вĕçленнĕ çул, нарăс уйăхĕн 20-мĕшĕнче, Вăрнар районĕнчи Кивĕ Сăръел ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă Вера. Ашшĕ вăрçăран килне аманса таврăннă. Амăшĕ вăрçă пуçлансан пĕр ачапа тăрса юлнă, Çĕнтерĕве çывхартассишĕн колхозра ырми-канми ĕçленĕ.

Мĕн пĕчĕкрен Вера килти хуçалăхра амăшне пулăшнă. Кĕнеке вулама юратнă. Пуçламăш классене куллен 2 çухрăм утса кỹршĕ яла çỹренĕ. Аслă классенче вара 7-8 çухрăмри Канаш районне кĕрекен Ямаш шкулне утнă.

Вăтам шкул пĕтерсен вăл Шупашкарти ял хуçалăхĕн аслă шкулне зоотехник специальноçне хатĕрлекен уйрăма вĕренме кĕнĕ. Çавăнтах Вера Аслă Пăла Тимеш каччипе Виссарион Григорьевич Викторовпа паллашнă. Каччă пĕрре курса килĕшнĕ хĕре куçран вĕçертес темен, 1965 çулта вĕсем çемье çавăрнă.

1967 çулта аслă шкула вĕренсе пĕтернĕ Вера Васильевна "Победа" колхозра зоотехник пулса ĕçлеме тытăнать. Тепĕр çултан мăшăрĕ те инженер специальноçне илсе çак хуçалăхах ĕçлеме килет.

Килĕшỹллĕ мăшăр 13 çул ватăсемпе килĕштерсе пурăнать. Çĕнĕ çурт лартаççĕ, пĕр ывăлпа тăватă хĕр çуратса ỹстерсе пурнăç çулĕ çине кăларма ĕмĕтленеççĕ.

Шел, Виссарион ачисемпе мăнукĕсен ырлăхне курса савăнайман - йывăр чире пула 40 çула çитичченех пурнăçран уйрăлса кайнă. Вера пилĕк ачапа, кĕçĕнни çулталăкра, тăрса юлнă. Тул çутăлнă-çутăлман тухса кайнă та Вера Васильевна ĕçе, сĕм çĕрле киле таврăннă. Çав вăхăтрах ачисене те пăхмалла, вĕсене вĕрентсе çын тумалла пулнă. 5 ача амăшĕ çывăрман каçсене шутласа та кăлараймĕ. Вăл чăтăмлăхĕпе палăрнă. Тĕпренчĕксене тĕрĕс воспитани парса ỹстерме кинне хунямăшĕ - Ксени аппа та нумай пулăшнă. Тăлăх арăм зоотехникра ĕçленĕ вăхăтрах колхозăн анлă уйĕсенче пайпа уйăрса паракан тымар çимĕç, пахча çимĕç лаптăкĕсене çум курăкран тасатнă, кĕркунне çитсен ăна пухса кĕртме хутшăннă.

Вера пилĕк ачине пăхса çитĕнтернĕ, вĕсене аслă пĕлỹ илме пулăшнă. Пурнăç йĕркеленсе пынă. Анчах та 27 çула çитсен унăн юратнă ывăлĕ йывăр чирлесе вăхăтсăр пурнăçран уйрăлса каять. Хĕрарăмăн çирĕп чун-чĕри çак пысăк инкеке те чăтăмлă тỹссе ирттерет. Хĕрĕсем халĕ Тăван çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнаççĕ: Наташа - Çĕнĕ Шупашкарти лавккара бухгалтер, Альбина Мускав хулинче - учитель, Марина Вăрнар шкулĕнче - учитель, Лариса вара Мускав хулинче врач пулса ĕçлеççĕ. Вера Васильевнан сакăр мăнук. Аслă мăнукĕ Алеша Шупашкарти И.Н.Ульянов ячĕллĕ университетран хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухнă, тĕп хуларах вăй хурать. Икĕ мăнукĕ - Еленăпа Дима Мускав хулинче аслă шкулсенче, Виктория Шупашкарти Ульянов ячĕллĕ университетра вĕренеççĕ, Максим, салтака кайса килнĕскер, Çĕнĕ Шупашкарта пĕр предприятинче вăй хурать. Иккĕшĕ шкулсенче вĕренеççĕ, чи кĕçĕнни - Андрей садике çỹрет.

Вера Васильевна тăван хуçалăхра 40 çула яхăн вăй хунă. Ĕçри çитĕнỹсемшĕн нумай хутчен тав сăмахĕсене тивĕç пулнă вăл. Ăна ял çыннисем пĕрре мар Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн депутатне суйланă.

Паян ветеран килĕнче пĕчченех пурăнать. Ватлăха ним вырăнне хумасăр выльăх-чĕрлĕх усрать, пахча çимĕç, улма-çырла çитĕнтерет. Хĕллехи вăхăтра алĕç тăвать. Ачисене савăнса кĕтсе илет, хурланса ăсатса ярать.

Н.ВИКТОРОВА, 
библиотекарь.

Сăнỹкерчĕкре: В.Викторова.



"Елчĕк Ен"
28 февраля 2015
13:48
Поделиться