Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Халăхсен этнокультурине аталантарма

Чăваш Республикинче 128 наци çынни пурăнни паллă. Наци библиотекинче чылай çул "Наци культурин залĕ" ĕçлет.

Хальхи вăхăтра республикăра халăхсен этнокультурине аталантарас енĕпе 33 общество организацийĕ ĕçлет. Кăçал тата Çĕнĕ Шупашкарти çармăссен наци культура автономине регистрациленĕ.

ЧР Культура министерстви обществăри тăнăçлăха упраса хăварас енĕпе пĕрлĕхсемпе тачă çыхăну тытать, вĕсен социаллă проекчĕсене пурнăçа кĕртме пулăшать. Кăçалхи пуш уйăхĕнче "Раççей нацийĕн пĕрлĕхне çирĕплетесси тата Чăваш Республикинчи халăхсен этнокультурине аталантарасси" программăн уйрăм мероприятийĕсене пурнăçлама республика бюджетĕнчен укçа-тенкĕ уйăрма палăртнă.

Республикăри халăхсен этнокультура пурнăçĕнчи паллă пулăмсен шутне пĕтĕм чăвашсен "Акатуй" уявне, наци культура пĕрлĕхĕсен пултарулăх ушкăнĕсен "Туслăх кăшăлĕ" фестивальне те кĕртнĕ.



"Елчĕк Ен"
28 февраля 2015
13:46
Поделиться