Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Чаплă уяв асра юлтăр

Район администрацийĕнче Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине хатĕрленсе кĕтсе илес тата ирттерсе ярас тĕлĕшпе туса хунă йĕркелỹ комитечĕн анлă ларăвне район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Л.Левый ертсе пынă.

Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусенчен пĕри шкул ачисемпе çамрăксене патриотла воспитани парасси пулчĕ. Çак тĕллевпех кăçал оборонăпа массăллă спорт тата çарпа патриот ĕçĕсен уйăхлăхĕ иртрĕ. Уйăхлăх вăхăтĕнче районти ял тăрăхĕсенче, шкулсенче, предприятисемпе организацисенче тĕрлĕ мероприятисем йĕркеленĕ. Çакăн çинчен Лаш Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С.Ермакова тата Аслă Таяпари пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкул директорĕ О.Сядукова каласа пачĕç. Вĕсенче уйăхлăх вăхăтĕнче нумай ĕç туса ирттернĕ. Лаш Таяпа тăрăхĕнче, акă, Тăван çĕршыв хỹтĕлевçин кунĕ ячĕпе массăллă спорт ăмăртăвĕсем йĕркелесе ирттересси йăлана кĕнĕ. Çакна уйрăммăн палăртса каларĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Л.Левый.

Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче пуç хунă салтаксен, унтан таврăнсан пурнăçран уйрăлса кайнă ветерансен ячĕсене ĕмĕрлĕхе сыхласа хăварас тĕллевпе район территорийĕнче 59 мемориал объекчĕ вырнаçтарнă. Çав шутран - 21 палăк, 22 обелиск, 3 монумент, 4 стела тата 8 мемориал хăми. Вĕсене тирпейлĕ тытса, вăхăтра юсаса тăни пире, сыввисене, кирлĕ. Çамрăк ăру палăксемпе обелисксене лайăх тытса тăнине курса ỹссе те çар тивĕçлĕхне туйма, Тăван çĕршыва юратма вĕренет. Тĕпрен илсен районта палăксемпе обелисксене йĕркеллĕ пăхса тăраççĕ. Çакă Çирĕклĕ Шăхаль, Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем Л.Кошкин, В.Петров каласа панинчен тата сăн ỹкерчĕксенчен аван курăнчĕ. Кармалта пĕлтĕр Василий Краснов пулăшнипе палăка çĕнетнĕ, вăрçă тата тыл ветеранĕсен ячĕсене мрамор стена çине çырса хунă. Тĕмерте ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданинĕ Н.Муллин пуçарăвĕпе вăрçăран таврăннă салтаксен ячĕсене мрамор плита çине çырса хураççĕ, тимĕр карта тытаççĕ.

Курнавăш ял тăрăхĕнче Аттелĕхĕн Аслă вăрçин 4 участникĕ, 14 салтак арăмĕ пурăнаççĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Турхан вĕсен пурнăç условийĕсене лайăхлатассипе мĕнле ĕçсем тунипе паллаштарчĕ.

Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 70 çул çитнине халалласа юбилей медалĕ кăларнă. Халăха социаллă пулăшу паракан пай начальникĕ И.Аникина пĕлтернĕ тăрăх, çак медальсене çапăçусене хутшăннă вăрçă участникĕсене, тыл ветеранĕ ята тивĕçнĕ ватăсене параççĕ.

Йĕркелỹ комитечĕн ларăвĕнче 2015 çулхи май уйăхĕн 9-мĕшĕнче район центрĕнче уявламалли сценарин тĕп шăнăрĕпе Елчĕкри культура çурчĕн директорĕ В.Портнова, Елчĕкри вăтам шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ М.Маркова паллаштарчĕç. Уявăн савăнăçлă саманчĕсене йĕркелессине пĕтĕмпех йышăнман-ха. Çавăнпа кашни сĕнĕве шута илсе пăхса тухмаллине палăртрĕ Л.Левый.

Н.АЛЕКСЕЕВ.



"Елчĕк Ен"
28 февраля 2015
14:05
Поделиться