Уйрăлма васкамалла мар
Чăвашстат кăтартăвĕсем тăрăх, пирĕн районта пĕлтĕр 190 çĕнĕ çемье чăмăртаннă, 58 çемье уйрăлнă. Кăçал ЗАГС органĕнче 16 çемье пĕрлешнĕ, 3 çемье уйрăлни çинчен хут уйăрттарнă.
Туй кунĕ кашни мăшăрăн асĕнче ĕмĕрлĕхе юлать. Анчах ĕмĕр пĕр-пĕрне юратса пурăнма сăмах панă çамрăксем часах ик енне пăрăнса утаççĕ. Мĕншĕн? Сăлтавĕсем тĕрлĕрен. Ачан ашшĕпе амăшĕ çумĕнче çитĕнмелле те-çке. Халĕ асламăшĕ е кукамăшĕ воспитани парса ỹстерекен пепке нумайланчĕ. Ашшĕ-амăшĕ уйрăлнине ача йывăррăн йышăнать.
Кăçал ЗАГС органĕсем регистрацилекен актсен хакĕсем ỹсрĕç. Тен, çамрăк мăшăрсене уйрăлма хаксем тытса чарĕç. Уйрăлнине çирĕплетекен документ илес тесессĕн паян 650 тенкĕ (350 тенкĕ пулнă) кăларса хума тивет. Çамрăксен уйрăлма васкамалла мар, пĕр-пĕрне каçарма пĕлмелле.
В.СПИРИДОНОВА,
ЗАГС пайĕн начальникĕ.