Пĕр тăван Клементьевсен призĕсемшĕн
Пирĕн районта йывăр атлетика пысăк хисепре. Штанга çĕклессипе Патреккелĕнчи Клементьевсен çемйи те палăрнă. Пĕр тăван Леонард, Валерий, Борис, Александр, Юрий Клементьевсен призĕсемшĕн кашни çулах йывăр атлетсем помост çине тухаççĕ. Кăçал вăл Елчĕкри ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче иртрĕ.
Клементьевсем мĕн пĕчĕкренех спорта юратнă - хоккейла та, футболла та вылянă вĕсем. Çăмăл атлетикăна та килĕштернĕ. Çапах та йывăр атлетика вĕсен пурнăçĕнче паллă йĕр хăварнă. Аслă тата кĕçĕн ывăлĕсем Леонардпа Борис СССР спорт мастерĕн нормативне тултарнă. Александрпа Юрий Клементьевсем те йывăр атлетика енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕсем. Вĕсемпе пĕр тăван Валерий те штанга йăтассипе республикăра палăрнă. Унăн ывăлĕ Олег Раççей спорт мастерĕн ятне тивĕçнĕ.
28 çул иртекен ăмăртусенче сахал мар яшсемпе хĕрсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарнă. Кăçал та ăмăрту хĕрỹ иртрĕ.
Хĕрсен результатне Синклер системипе палăртрĕç. Кунта Кивĕ Эйпеçри П.Андреева, Л.Ильина палăрчĕç. Арçын ачасемпе арçынсем хушшинче пынă тупăшура çаксем çĕнтерчĕç: 30 кг. 1. А.Панкратов. 2. Д.Перцев (Кивĕ Эйпеç). 3. А.Ефремов (Çĕнĕ Пăва). 34 кг. 1. А.Паршуков. 2. А.Никонов (Çĕнĕ Пăва). 3. А.Портнов ("Юман" клуб). 38 кг. 1. С.Микихин (Курнавăш). 2. А.Сахров (Кивĕ Эйпеç). 42 кг. 1. В.Семенов (Кивĕ Эйпеç). 2. Д.Викентьев. 3. М. Аверьянов (Çĕнĕ Пăва). 46 кг. 1. А.Чугунов (Çĕнĕ Пăва). 2. Т.Тарасов ("Юман"). 50 кг. 1. А.Смирнов (Курнавăш). 2. С.Григорьев (Елчĕк). 3. М.Дмитриев ("Юман"). 56 кг.1. А.Перцев. 2. А.Ильин (Кивĕ Эйпеç). 62 кг. 1. А.Носов (Кивĕ Эйпеç). 2. А.Ишмуратов (Елчĕк). 3. П.Круглов (Курнавăш). 69 кг. 1. П.Филимонов. 2. С.Николаев (Патреккел). 3. С.Иванов (Çĕнĕ Пăва). 77 кг. 1. В.Зайцев (Çĕнĕ Пăва).
Командăсен кăтартăвĕсене Синклер таблиципе килĕшỹллĕн палăртрĕç. Вĕсенчен пĕрремĕш вырăна Кивĕ Эйпеç команди тивĕçрĕ, куçса çỹрекен кубока çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕш вырăнта - Çĕнĕ Пăвасем, виççĕмĕшĕнче - Елчĕксем.
Уйрăм виçесенче çĕнтернĕ атлетсене грамотăсемпе, медальсемпе чысларĕç.
А.КАРЛИН.
Автор сăн ỹкерчĕкĕнче: ăмăрту çĕнтерỹçисем тата ăна йĕркелекенсем.