Патриот туйăмĕ ан иксĕлтĕр
Ача Тăван çĕр-шыва юратасси мĕн пĕчĕкрен пуçланать. Шкулта вĕреннĕ тапхăрта çак туйăм ỹссе пымалла. Çакна районти педагогсем питĕ лайăх ăнланаççĕ, çамрăксене воспитани парас енĕпе тимлеççĕ.
Кашни вĕренỹ учрежденийĕнчех, класра çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парас енĕпе ятарлă плансем туса хатĕрленĕ. Çак ыйтăва куллен ирттерекен канашлусенче те çĕклеççĕ. Елчĕкри вăтам шкулти "Эпир - Раççей ачисем", Çирĕклĕ Шăхалĕнчи, Курнавăшри вăтам шкулсенчи "Патриот", Çуткỹлĕнчи тĕп шкулти "Çăл куçсем" çарпа патриот клубĕсем, Аслă Пăла Тимешри "Юман", Кĕçĕн Таяпари "Яр Мат", Кавалти "Олимп" спортпа сывлăх клубĕсем те патриотла воспитани парассинче паллă вырăн йышăнаççĕ.
Патриотла туйăма аталантарас тĕллевпе сахал мар мероприяти ирттереççĕ. Кашни çулах йĕркелекен оборонăпа массăллă спорт уйăхлăхĕнче паттăрлăх урокĕсем, класс сехечĕсем, калаçусемпе викторинăсем, патриотла юрăсен фестивалĕсем, конкурссем, воин-интернационалистсемпе, çар вĕренỹ заведенийĕсенчи курсантсемпе тĕл пулусем, спорт вăййисем йĕркелеççĕ. Çамрăк армеецсен "Зарница" тата "Орленок" çар вăййисем те йăлана кĕнĕ. "Призывник кунĕ" те вăй илсе пырать.
Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче, "вĕри точкăсенче" пуç хунă салтаксене те манса каймаççĕ - вĕсене асăнса лартнă палăксемпе обелисксене, асăну хăмисене пăхса, тирпейлесе тăрасси те çỹллĕ шайра. Вĕренекенсемпе çамрăксем вĕсен патĕнче тĕрлĕ чечек çитĕнтереççĕ, хĕллехи вăхăтра юртан тасатаççĕ.
Тăван çĕр-шыв историне тĕпченĕ çĕрте музейсем паллă вырăн йышăнаççĕ. Шкулсенчи çак хисеплĕ вырăнта вĕренекенсем пĕр-пĕринпе паллашаççĕ, коллективизм туйăмне аталантараççĕ, пĕрле ĕçлеме хăнăхаççĕ. Районти 16 шкулта çар мухтавĕн музейĕсем ĕçлеççĕ. Вĕренекенсем уйрăмах Тĕмерти, Кĕçĕн Таяпари, Хăвăлçырмари, Аслă Елчĕкри, Лаш Таяпари шкулсенчи музейсене кăмăллаççĕ. Курнавăшри шкулти халăх музейĕ чăннипех воспитани центрĕ пулса тăчĕ - кунта ытти ялсенчен те çамрăксем килеççĕ, экспонатсемпе паллашаççĕ.
Аттелĕхĕн Аслă вăрçине хутшăннă ветерансен, вĕсен тăлăх арăмĕсен йышĕ чакса пырать. Хальхи вăхăтра вĕсем 29 çын анчах юлчĕç. Çавăнпа ветерансене манса каймалла мар - ыйтăвĕсене туллин тивĕçтермелле, паттăрлăхне хакламалла.
Кăçал, Аслă Çĕнтерỹ 70 çул тултарнă май, пурнăçа кĕртмелли ĕçсем сахал мар. Ака уйăхĕн вĕçĕнче - çу уйăхĕн пуçламăшĕнче "Георги хăйăвĕ", "Çĕнтерỹ çырăвĕ", "Çĕнтерỹ сиренĕ" акцисем, Пĕтĕм Раççейри "Çĕнтерỹ уявĕ" флешмоб, "Вилĕмсĕр полк", "Салтак пăтти", Аттелĕхĕн Аслă вăрçи пуçланнă кун "Асăну çурти", "Асăну вахти" акцисем ирттерме палăртнă.
Ф.ЦЫГАНОВА,
вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн ертсе пыракан эксперт специалисчĕ.