Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Халăхпа тĕл пулнă

Халăхпа тĕл пулнă

Нарăс уйăхĕн 18-мĕшĕнче пирĕн районта, пĕтĕм Чăваш Енри пекех, Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Ĕç коллективĕсенче çынсемпе тĕл пулнă май Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырăвне тишкернĕ. Çавăн пекех Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 2014 çулхи çĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕнчи 426-мĕш номерлĕ "Раççей Федерацийĕнче Литература çулталăкне ирттересси çинчен" Указĕ Чăваш Республикинче пурнăçа кĕрсе пыни, пенси тытăмĕнчи улшăнусем те Пĕрлехи информаци кунĕнче вырăн тупнă.

Пирĕн района килнĕ информаци ушкăнне Чăваш Республикин вĕренỹпе çамрăксен политикин министрĕн çумĕ С.Петрова ертсе пынă. Ун йышне çавăн пекех Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ К.Мифтахутдинов, "Эверест" компанисен ушкăнĕн генеральнăй директорĕ Н.Герасимов, Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталанăвĕн министерствин "Хулари стоматологи поликлиники" АУн тĕп врачĕ В.Викторов та кĕнĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин тата Н.Герасимов Аслă Елчĕкре пулнă, ял тăрăхĕн активĕпе, Аслă Елчĕкри Г.Волков ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул коллективĕпе тĕл пулусем ирттернĕ. Вĕсенче çынсене хумхантаракан ыйтусене çĕкленĕ.

2017 çулта Аслă Елчĕкри вăтам шкула уçнăранпа 150 çул çитет. Ăна тивĕçлипе кĕтсе илсе паллă тăвас енĕпе ĕçсене пуçăннă ĕнтĕ: ятарлă кĕнеке хатĕрлеççĕ, юсав ĕçĕсене пурнăçлаççĕ. Шкул музейĕнче пулнă май, Г.Волкова халалланă экспонатсемпе кăсăкланса паллашрĕç Пĕрлехи информаци кунне хутшăннисем.

Аслă ялăн ыйтусем те чылай. Кунта пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕнче физиосестра çук. Çавна май ялта пурăнакансен ирĕксĕрех районти тĕп больницăна çул тытма тивет. Çак çивĕч ыйтăва çывăх вăхăтра татса пама ыйтрĕç ял çыннисем. Урамсенче куçăмлă сийлĕ автомобиль çулĕсем тăвасси, масар патне пыракан çула çĕнетесси пирки те ыйтусем çĕклерĕç тĕл пулусенче.

Аслă Елчĕкре православи чиркĕвне тума пуçăннăранпа вунă çула яхăн çитрĕ. Унăн стенисене хăпартассине вĕçленĕ, куполсене илсе килнĕ - халĕ вĕсене вырнаçтармалла. Чиркĕве тăвассине хăвăртлатма кирлине те палăртрĕç ял çыннисем.

Ыйтăвĕсем çивĕч пулин те, çывăх вăхăтра вĕсене туллин те ăнăçлă пурнăçласси пирки шанăç пур."Газпром межрегионгаз Чебоксары" ООО, "Газпром газораспределение Чебоксары" ОАО генеральнăй директорĕ К.Мифтахутдинов Сăрьел ялĕнче пурăнакансемпе тата Кушкăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти педагогсемпе тĕл пулчĕ. Икĕ ялта та депутат Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çыру çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. "Михаил Васильевич Çырăва икĕ енлĕ йĕркеленĕ: 2014 çулта мĕн тунă тата малашне мĕн тумалла. Пурнăçланă пысăк ĕçсем шутне Çĕнĕ Шупашкарти керамика заводне тата керамика плитисен заводне, республикăра 15 ача садне, фельдшерпа акушер пункчĕсене хута яни, хĕрарăмсемпе арçынсен пенси çулне чакарни, çакă вĕсене "Ĕç ветеранĕ" ята илсе çăмăллăхсемпе усă курма май пани тата ытти нумай-нумай ĕçсене кĕртнĕ пулăттăм", - терĕ Кияметдин Мифтахутдинов.

Депутат çак эрнере Чăваш Республикине Раççей премьер-министрĕ Д.Медведев килсе кайнине, хĕвел батарейисен заводне уçнине пысăк пулăмсен шутне кĕртрĕ, Чăваш Республики нумай кăтартусемпе малта пынине палăртрĕ.

Икĕ коллективпа тĕл пулсан та ял çыннисем паянхи тĕнчери лару-тăру пирки сăмах хускатрĕç.

К.Мифтахутдинов газпа усă курас ыйтăва та çĕклерĕ. Çут çанталăк газĕ нумай çăмăллăх пачĕ пулин те хăшĕ-пĕри унпа усă курас хăрушсăрлăха пăхăнмасть. Çунакан газ плитисене çынсăр пăрахса хăварни, ĕçлемен газ котельнăйĕсене юсама кĕрсе кайни час-часах тĕл пулать. Çаксем инкексем патне илсе пыраççĕ.

Тĕл пулусене килнĕ çынсем çут çанталăк газне кĕртес ĕç шайĕпе те кăсăкланчĕç. К.Мифтахутдинов палăртнă тăрăх, кашни яла газ çитнĕ, анчах газ кĕртесси малалла пырать. Мĕншĕн тесен хуласенче çĕнĕ микрорайонсем, ялсенче урамсем çĕкленеççĕ. Кашни çурта, хваттере газпа тивĕçтермелле.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - райадминистрацин вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Л.Левый тата С.Петрова Лаш Таяпа ял тăрăхĕн активĕпе, Лаш Таяпари В.Андреев ячĕллĕ тата Шăмалакри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулсен коллективĕсемпе тĕл пулнă.

Курнавăш ял тăрăхĕнче район пуçлăхĕ Р.Молодова, В.Викторов, Раççей Пенси фончĕн Елчĕк районĕнчи управленийĕн специалисчĕ С.Петров активпа, Курнавăшри, Çĕнĕ Пăвари пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулсен, Çĕнĕ Пăвари пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕн коллективĕсемпе тĕл пулса çынсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнчи тĕп тезиссемпе хушма ĕç вырăнĕсем йĕркелесси, модульлĕ фельдшерпа акушер пункчĕсем тăвасси, ясли-садсене ачасен черетне пĕтересси тата ытти те паллаштарнă. В.Викторов пĕрле ĕçлесен çеç çитĕнỹ тума пултарнине палăртнă.

Тĕл пулусене хутшăннă çынсем хальхи йывăр вăхăтра - кризис тапхăрĕнче те республика аталаннине палăртнă. Пĕрлехи информаци кунне хутшăннисем халăха йышăннă, çынсен ыйтăвĕсене татса пама тăрăшнă.

Н.АЛЕКСЕЕВ. 
А.КАРЛИН.

Сăн ỹкерчĕкре: Н.Миллинпа Н.Герасимов Аслă Елчĕкре.

Фоторепортаж



"Елчĕк Ен"
21 февраля 2015
08:21
Поделиться