Экономика пуян ăс-хакăлпа аталанать
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев РФ Президенчĕ çумĕнчи экономикăна çĕнетес тата Раççейри инноваци аталанăвĕ енĕпе ĕçлекен канаш президиумĕн ларăвне хутшăннă. Ăна Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев Çĕнĕ Шупашкарти хĕвел модулĕсем кăларакан заводра ирттернĕ.
Мероприятие çĕр-шыври политика, ĕç тата наукăн элити - федераци ведомствисен, ĕç тăвакан органсен, регионсен, профиллĕ педприятисемпе наукăпа тĕпчев институчĕсен ертỹçисем хутшăннă. Вĕсен йышĕнче - РФ Президенчĕн Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич, РФ Правительствин Председателĕн çумĕ Аркадий Дворкович, РФ Президенчĕн пулăшуçи Андрей Белоусов, вĕренỹ тата наука министрĕ Дмитрий Ливанов, РФ финанс министрĕн çумĕ Андрей Иванов тата ыттисем.
Канашлура патшалăх политикин ăс-хакăл пурлăхне упрас тата право тĕлĕшĕнчен хỹтĕлессине мала хурас ыйтусене пăхса тухнă. Дмитрий Медведев пирĕн пурнăçа çĕнĕлĕх питĕ хăвăрттăн кĕрсе пынине, нано-технологисене ĕçе кĕртессипе çĕр-шыв юлашки вăхăтра курăмлă утăмсем тунине, çĕнĕ шухăшсене производствăра ĕçе кĕртесси вăйланнине, ăс-хакăлпа çыхăннă проектсене саккун енчен хỹтĕленине палăртнă.
Канашлура тĕп докладпа вĕренỹ тата наука министрĕ Дмитрий Ливанов тухса калаçнă. Вăл 2014 çулта наукăпа тĕпчев тата конструктор ĕçĕсен кăтартăвĕсене шута илессине ĕçе кĕртнĕ. Çулталăк хушшинче ăс-хакăл ĕç-хĕлĕн кăтартăвĕсен пĕтĕмĕшле пахалăхĕ 70 процент ỹснĕ, иртнĕ çулта кăна шута илнĕ ĕçсем 10 пинрен иртнĕ.
Республикăра патент илнĕ 5 организаци, вĕсенчен иккĕшĕ юлашки икĕ çулта регистрациленнĕ. Чăваш Республики федерацин ăс-хакăл харпăрлăхĕн службипе пĕрле ĕçлесси пирки килĕшỹ тунă.