Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Воин-афганеца чысласа

Чăваш Тăрăмĕнче Ю.Львов воин-афганеца чысласа йĕлтĕрçĕсем старта тухрĕç. Тĕрлĕ ỹсĕмри шкул ачисем вăй виçрĕç унта.

1-2 классенче вĕренекенсенчен Таяпа Энтри шкулĕнчи Д.Ванюшинăпа Патреккел шкулĕнчи В.Миллина çитекенсем пулмарĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене М.Вороновăпа (Таяпа Энтри шкулĕ) К.Макаров (Кĕçĕн Таяпа шкулĕ), О.Мекшеевăпа (Кушкă шкулĕ) К.Сайкин (Патреккел шкулĕ) йышăнчĕç.

3-5 классенче вĕренекенсенчен Ю.Краснова (Таяпа Энтри), К.Кузнецов (Чăваш Тăрăм), Е. Смирнова (Кĕçĕн Таяпа), М.Павлов (Чăваш Тăрăм), А.Петрова, Д.Бобин (Елчĕк) çĕнтерỹçĕсемпе призерсен йышĕнче.

Тутарстанри Пăва районĕнчи Лашчапуçĕ шкулĕнчи йĕлтĕрçĕсем те, çăмăл атлетсем те пирĕн районта иртекен ăмăртусене хутшăнма кăмăллаççĕ. Халĕ те йĕлтерçĕсен ăмăртăвне килме май тупнă вĕсем. 6-7 классенче вĕренекен хĕр ачасенчен Лашчапуçĕнчи Е.Никонорова виççĕмĕш, арçын ачасенчен Р.Сагдеев - иккĕмĕш, А.Смирнов виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Çак ỹсĕмри ачасенчен Е.Агеева (Елчĕк) тата Д.Печков çĕнтерỹçĕсен йышне кĕчĕç. И.Петрова (Елчĕк) - иккĕмĕш вырăнта.

Йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвне 8-9 классенче вĕренекенсем вĕçлерĕç. Кунти хĕрỹ тупăшура Елчĕкри А.Красновăна, Аслă Елчĕкри Г.Агеева çитекен пулмарĕ. Вĕсем - çĕнтерỹçĕсем. А.Обручкова (Аслă Елчĕк), И.Петрова, Р.Романов, А.Данилов (Елчĕк) та призерсем.

Командăсенчен Кĕçĕн Таяпасемпе Елчĕксем - пĕрремĕш, Патреккелсемпе Аслă Елчĕксем - иккĕмĕш, Таяпа Энтрисемпе Курнавăшсем виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.

Мала тухнисем медальсене, грамотăсене, кубоксемпе хаклă парнесене тивĕçрĕç.



"Елчĕк Ен"
18 февраля 2015
09:31
Поделиться