Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Пушар ан кăтарттăр шар

Пушар ан кăтарттăр шар

Районти тĕп библиотекăн вулав залĕнче ирĕклĕ пушар хуралĕн ĕçченĕсен канашлăвĕ иртрĕ. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Л.Левый, Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн ертỹçин çумĕ-надзор ĕç-хĕлĕн тата профилактика ĕçĕн управленийĕн начальникĕ Н.Петров хутшăнчĕç.

Елчĕкри 44-мĕш пушар хурал чаçĕн ертỹçи В.Григорьев, пушар асăрхавĕн районти уйрăмĕн ертỹçи А.Сайкин, ВДПО председателĕ О.Патшина иртнĕ çулхи ĕç итогĕсемпе паллаштарчĕç.

2014 çулта район территорийĕнче 18 пушар пулнă. "Хĕрлĕ автан" ытларах пурăнмалли вырăнта алхаснă. Пушар тухнин сăлтавĕсем ытларах кил-çурт хуçисем пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнманнипе, ашшĕ-амăшĕ ачасене çителĕклĕ тимлĕх уйăрманнипе çыхăннă. Инкек 1 миллион та 500 тенкĕлĕх тăкак кỹнĕ.

Хăрушă инкекре вилекенсемпе аманнисем пулман. Элпуç ялĕнчи пушара аса илмесĕр иртме çук. Ирĕклĕ пушар дружинин членĕ В.Захаров пушарнăйсем çитиччен çунакан кил-çуртран 3 çынна çăлнă. Ватă çынпа икĕ ачана вут-çулăм ăшĕнчен кăларнăшăн ăна "Пушарта хăюлăх кăтартнăшăн" медаль парса чыс тунă.

Районта ирĕклĕ пушар хуралĕнче 144 çын шутланать. Вĕсем инкек-синкек сиксе ан тухтăр тесе халăхпа тĕл пулса профилактика ĕçĕсем пурнăçлаççĕ. Юлашки çулсенче районти пушар хурал асăрхавĕн, Елчĕкри пушар чаçĕн, ял тăрăхĕсен, полици ĕçченĕсем "Пурăнмалли çурт-йĕр" акцие хутшăнса ял çыннисем пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене мĕнле пăхăннине тĕрĕслесе килсерен çỹреççĕ. Уйрăмах нумай ачаллă çемьесенче, пĕччен пурăнакан ватăсем патĕнче пулаççĕ. Пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пăхăнман граждансене асăрхаттараççĕ.

Пушарта вут-çулăмпа хастар кĕрешнĕ ирĕклĕ пушар хурал дружинин членĕсем - А.Портнов (Аслă Пăла Тимеш), Н.Иванов (Аслă Таяпа), Н.Добронравов (Патреккел), А.Смирнов (Кипеç), Н.Муллин (Кĕçĕн Таяпа), А.Кириллов (Вырăскасси) Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи упаравленийĕн Тав хучĕсене тивĕçрĕç.

Пушар шар ан кăтарттăр. Çавăнпа та пурте асăрхануллă та тимлĕ пулар.

В.СМИРНОВА.

Сăн ỹкерчĕкре: канашлу хыççăн.



"Елчĕк Ен"
18 февраля 2015
09:35
Поделиться