Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Патент илмелле

Кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пуçласа визăсăр ют çĕр-шывсенчен килнĕ çынсем Раççей Федерацийĕнче ирĕк паракан документсемсĕр ĕçлеме пултараççĕ - патент çеç илмелле.

Çак йĕркене йышăнма пурнăç хăех хистенĕ тейĕн. Малтанхи вăхăтра ют çĕр-шывсенчен килнĕ çынсене ĕçе явăçтарма йывăр пулнă. Чи малтанах, квота валли заявкăсене çу уйăхĕн 1-мĕшĕччен кăна йышăннă. Çавăнпа бизнесменсем мигрантсен шутне тĕрĕс палăртма пултарайман. Вăтам, вак бизнес представителĕсене, уйрăм предпринимательсене ют çĕр-шывсенчен килнĕ çынсене ĕçе пачах явăçтарма май пулман.

Халĕ Раççей Федерацийĕнче саккунлă майпа ĕçлес тесен, ют çĕр-шыв çынни Раççее килнĕ хыççăн 30 кун хушшинче миграци службине патент илме заявлени çырмалла. Унпа пĕрле вăл хăй кам пулнине ĕнентерекен документа, Раççей Федерацине ĕç шыраса килнине палăртакан миграци карттине, медицина полисне е медстраховани килĕшĕвне, вырăс чĕлхине, Раççей историйĕпе саккунĕсене пĕлнине ĕнентерекен сертификата, инфекци чирĕсемпе сиенленменни çинчен справкăна, учета илни çинчен документа тăратмалла.

Патентпа пĕр уйăхран пуçласа çулталăк таран усă курма пулать. Май килсен ăна тепĕр çулталăка тăсса пама пултараççĕ. Патентшăн тỹлеве уйăхсерен е тỹрех 12 уйăхшăн тỹлеççĕ.

Ют çĕр-шыв çынни айăпа кĕрсен, Раççей Федерацийĕнче малашне пурăнмалла мар тесе йышăнсан е социаллă хăрушă чирпе чирленине палăртсан патента каялла илеççĕ.

Чăваш Республикинче патентшăн 3136,8 тенкĕ тỹлемелле.

Т.КАЗЕЕВА, 
РФ миграци службин Елчĕк районĕнчи территори пункчĕн ертỹçи.



"Елчĕк Ен"
18 февраля 2015
09:44
Поделиться