Афган паттăрĕсене манмастпăр
Афганистан... Нумай юрă-кĕвĕ хывнă, илемлĕ фильм ỹкернĕ, очерк-повесть çырнă Афган вăрçи çинчен. Елчĕк районĕнче кун çути курнă 300 ытла çамрăкăн Афганистан сăрт-тăвĕн чулĕсене хăйсен юнĕпе хĕретме тивнĕ. Вĕсенчен виççĕшĕ - А.Патшин, Ю.Григорьев, Ю.Борисов - тăван çĕр-шыва каялла таврăнайман.
Нарăс уйăхĕн 14-мĕшĕнче Кĕçĕн Таяпари пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулти 9-мĕш класс вĕренекенĕсемпе краеведени музейĕн ертỹçи А.Иванова "Афган паттăрĕсене эпир манмастпăр" темăпа калаçу ирттернĕ. Кĕçĕн Таяпаран çак вăрçа вуннăн хутшăннă: В.Головин, О.Алексеев, Ю.Романов, О.Леонтьев, Ю.Егоров, Н.Некрасов, В.Викторов, В.Симаков, В.Садовников, В.Сергеев. Хамăр хушăрах çỹрекен паттăрсен аса илĕвĕсемпе, салтакра ỹкерттернĕ сăн ỹкерчĕкĕсемпе, Н.Малышкинăн "Чыслăх салтакĕсем" кĕнекипе паллашнă вĕренекенсем.
(Район сайтĕнчен.)