Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Тавăрса парасчĕ

Саккуна пăсса хĕç-пăшалпа, сирпĕнекен хатĕрсемпе, боеприпассемпе усă курнăшăн, туяннăшăн, сутнăшăн РФ Уголовнăй кодексĕн 222 статйипе килĕшỹллĕн 3 çул таран, вĕсене усă курма урăх çынна панăшăн 224 статьяпа килĕшỹллĕн 1 çул таран ирĕкрен хăтарма пултараççĕ.

Наказанирен хăтăлас тесен, хĕç-пăшала, боеприпассене, сирпĕнекен хатĕрсене ирĕклĕ майпа полицине килсе пани вырăнлă.

Хĕç-пăшалăн саккунсăр çаврăнăшне пĕтерес тĕллевпе ШĔМĕн регионсенчи органĕсем Раççей субъекчĕсен администрацийĕсемпе пĕрле çынсенчен тỹлевлĕ майпа хĕç-пăшала йышăнать. Елчĕк район администрацийĕ регистрацилемен хĕç-пăшала ирĕклĕ майпа килсе панăшăн тỹлеме 2015 çулта 5 пин тенкĕ уйăрнă. Нарезкăллă хĕç-пăшалшăн 1500 тенкĕрен пуçласа 4500 тенкĕ таран, яка кĕпçеллĕ хĕç-пăшалшăн 1500 тенкĕ таран тỹлеççĕ. Çавăн пекех тавăрса панă сирпĕнекен хатĕршĕн 1000 тенкĕ параççĕ. Боеприпассене те йышăнаççĕ. Тĕплĕнрех 24-16-55 е 02 телефонсемпе ыйтса пĕлмелле.

Г.КОКШИН, 
РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Комсомольский" уйрăмĕн начальникĕ.



"Елчĕк Ен"
14 февраля 2015
13:45
Поделиться