Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Пĕрлехи вăйпа

Тĕмерти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта кăçалхи вĕренỹ çулĕнче икĕ пысăк ĕç пурнăçланă.

Ачасен сывлăхне тĕрĕслеме районтан врач, ялти фельдшерпа акушер пунктĕнчен медсестра тăтăшах килсе çỹреççĕ. Анчах ятарлă кабинет пулманни чăрмав кỹнĕ. Учительсемпе техника работникĕсем пушă пỹлĕме юсаса тасатнă, сăрланă. Медицина оборудованине туянма район администрацийĕн вĕренỹ тата çамрăксен политикин пайĕ пулăшнă.

Кăçалтан вара ачасемпе вĕрентекенсен туалета урама тухма тивмест. Хальхинче ашшĕ-амăшĕсен пулăшăвĕ вырăнлă пулнă. Вĕсен укçи-тенкипе, учительсем, уйрăмах Петр Крылов рабочи тăрăшса ĕçленипе сантехника хатĕрĕсене вырнаçтарса пĕрремĕшпе иккĕмĕш этажсенче туалетсем туни çинчен пĕлтерчĕ шкул директорĕ Александр Муллин.



"Елчĕк Ен"
14 февраля 2015
13:39
Поделиться