Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Малашлăха чĕнет

Михаил Игнатьев хăйĕн Çырăвĕнче республикăра пурăнакан пин-пин çынна хумхантаракан ыйтусене хускатрĕ, çитес вăхăтра пурнăçламалли тĕллевсене уçăмлăн палăртрĕ.

Кунашкал Çырусене эпĕ нумай итленĕ, çапах пĕр ỹстермесĕрех калатăп, кăçалхи Çыру ытти çулхисенчен уйрăлса тăрать. Чи малтанах, пирĕн çĕр-шыва йывăр килнипе. Тулашри паллă условисем витĕм кỹреççех. Çак витĕм регионсене те çитет. Çавăнпа та хамăрăн çирĕплĕх саппасĕ мĕнлереххине пĕлни-илтни питĕ кирлĕ.

Республикăра ĕçлемелли пайтах: çул-йĕрпе çурт-йĕр строительстви, çамрăксене яла çирĕплетсе хăварасси, рабочи кадрсем вĕрентсе хатĕрлесси, производство шайне ỹстересси тата ытти те кун йĕркинче çивĕч тăраççĕ. Çакна тăвăллăн алă çупса йышăнтăмăр.

Михаил Игнатьевăн Çырăвĕ - тарăн та тĕплĕ тишкерỹ, малашне хастартарах пулма чĕнекен йыхрав.

Г.Т.ТУМАНОВ,
Çĕнĕ Эйпеç ялĕн старости.



"Елчĕк Ен"
14 февраля 2015
14:11
Поделиться