Кĕнекере - Елчĕк каччисен паттăрлăхĕ
Елчĕкри тĕп вулавăшра халь кăна Чăваш кĕнеке издательствинче "пиçсе" тухнă Николай Малышкинăн "Чыслăх салтакĕсем" кĕнекен хаклавĕ иртрĕ. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин, Афган вăрçине хутшăннă ентешсем, тавра пĕлỹçĕсем, вулакансем йышлăн пухăнчĕç.
Тĕл пулу Елчĕкри централизациленĕ клуб тытăмĕ çумĕнчи арçынсен ансамблĕ паттăрлăх юррисем шăрантарнипе уçăлчĕ. Унтан Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Н.Левая вăрçă çинчен çырнă сăввипе паллаштарчĕ. Афганистан çĕрĕнче пуç хунă тата мирлĕ пурнăçра тĕрлĕ сăлтавсене пула пирĕнтен вăхăтсăр уйрăлса кайнă ентешсене асăнса шăплăх минучĕ иртрĕ. Кунтах паттăрсене асăнса йĕркеленĕ курав çумĕнче виçĕ çурта пĕр сỹнмесĕр çунчĕ.
Кĕнеке хаклавне тĕп библиотекăн краеведи секторĕн ертỹçи А.Петрова ертсе пычĕ. Вăл Афганистан вăрçин кĕске историйĕпе паллаштарчĕ. Вунă çула пынă вăрçăра Чăваш Енре çуралса ỹснĕ 6 пин ытла каччăпа хĕр интернационалла тивĕçе пурнăçлама хутшăннă. Вăл шутран Елчĕк районĕнче çуралса ỹснĕ 300 ытла çамрăкăн Афганистан çỹллĕ сăрчĕсене хăйсен юнĕпе хĕретме тивнĕ. Вĕсенчен виççĕшĕ - Ю.Борисов (Елчĕк), А.Патшин (Аслă Елчĕк), Ю.Григорьев (Кивĕ Эйпеç) тăван ене сывă таврăнайман. Интернационалла тивĕçе пурнăçланă ентешсен хăюлăхĕпе паттăрлăхне асран кăларас мар тесе вĕсем çинчен ятарлă кĕнеке кăларма шухăш тытнă та Аслă Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул директорĕ Николай Малышкин. Хăйĕн тахçанах тĕвĕленнĕ ĕмĕтне Афган вăрçин инваличĕсен районти пĕрлĕхĕн ертỹçине, "Раççей ветеранĕсен канашĕн" Елчĕк районĕнчи уйрăмĕн председательне П. Анисимова пĕлтернĕ вăл. Петр Ильич Николай Федоровичăн ырă сĕнĕвĕпе пĕр сăмахсăрах килĕшсе автора пур енлĕн пулăшма шантарнă. Н.Малышкина сăваплă ĕçре шкулсенчи тавра пĕлỹçĕсем те пулăшу аллине тăснă. Темиçе çул пуçтарнă материалсене. Автор çак ĕçе хутшăннă тусĕсене чĕререн тав турĕ.
Петр Анисимов "Чыслăх салтакĕсем" кĕнеке шкул ачисене патриотла воспитани пама пулăшнине, районти афганецсем час-часах шкулсенче тĕл пулусене хутшăннине, хăйсем хушшинче сывă пурнăç йĕркине тытса пырса спартакиадăсем, спорт ăмăртăвĕсем йĕркеленине, вăрçă суранĕсене тата ытти сăлтавсене пула яла таврăнсан 40 ытла çамрăк вăхăтсăр çĕре кĕнине пĕлтерчĕ. "Вĕсен ячĕсем пирĕн асăмăртан тухмĕç. Çак кĕнеке ачасен ачисем валли пулĕ", - палăртрĕ вăл.
Кĕнекене хаклакансем йышлăн пулчĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин сăмахпа калани манăçăннине, кĕнеке вара ĕмĕр юлакан паха тупра пулнине палăртрĕ. Комсомол, парти, вĕренỹ ĕçĕн ветеранĕ К.Леонтьева япалана куçпа курса хакланине, унăн содержанийĕ кĕнеке хуплашкинченех лайăх курăннине, вăл çăмăл, чĕрене пырса тивмелле вуланнине пĕлтерчĕ. Район администрацийĕн культура тата информаципе тивĕçтерекен пай ертỹçи А.Александрова, Елчĕкри историпе тăван тавралăх халăх музейĕн заведующийĕ В.Вастулова нихăш районта та çук палăк-кĕнеке тухнăшăн хĕпĕртенине уççăн каларĕç. Сăрьелĕнчи Р.Харисов пенсионер вăрçă ветеранĕсен ячĕпе кашни ялтах ĕмĕр асăнмалăх аллея лартса ỹстермеллине палăртрĕ. Вăл тăван ялĕнче Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 40 çул çитнине халалласа йывăçсем лартса хăварнă. Паян чăрăшсемпе хырсен аллейи ялти чи паллă вырăн пулса тăнă. Çак сăваплă ĕçе пуçăнма ыттисене чĕнсе каларĕ ĕç ветеранĕ.
Афганистан вăрçин ветеранĕсемпе инваличĕсен Пĕтĕм Раççейри общество организацийĕн республикăри уйрăмĕн ертỹçин çумĕ В.Назаров, "Афганистан ветеранĕсен Раççейри союзĕ" организацин республикăри уйрăмĕн членĕ В.Павлов, Республикăри "Доблесть" обществăлла организацин ертỹçи В.Яковлев, "Раççейри ветерансен союзĕ" организацин республикăри уйрăмĕн ертỹçин çумĕ В.Тры кĕнеке хакĕ, пĕлтерĕшĕ пысăккине, Елчĕкри воин-интернационалистсен ячĕ ĕмĕрлĕх упраннине палăртрĕç. Районти çамрăк ăрăва патриотла воспитани парас ĕçре курăмлă ỹсĕмсемшĕн Н.Малышкинпа П. Анисимова медальсемпе, Тав хучĕсемпе, кĕнеке кăларма пулăшнă пултарулăх çыннисене Хисеп хучĕсемпе наградăларĕç.
В.СМИРНОВА.
Н.Романова сăн ỹкерчĕкĕнче: кĕнеке хаклавĕнче.