Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Сирĕн ят вилĕмсĕр

Иртнĕ ĕмĕрĕн 20-50-мĕш çулĕсенчи ахăр самана - Раççей историйĕнчи чи синкерлĕ пулăмсенчен пĕри. Çак тапхăрта политика репрессийĕнче шар курнă тата çав асапа тỹссе ирттернĕ çынсене эпир манма тивĕç мар. Мĕншĕн тесен вĕсем калама çук йывăрлăха чăтса ирттернĕ, вĕсенчен нумайăшĕ хăйсен пурнăçне татнă. Çак хăрушă тапхăрта айăпсăр асапланнисен ятне халăх умне кăларма шутларăмăр - "Сирĕн ят вилĕмсĕр" ("Бессмертная слава") кĕнеке (ăна йĕркелекенĕ тата ответлă редакторĕ И.П.Иноходов) хатĕрлерĕмĕр. Çак кĕнекере политика репрессийĕнче шар курнă районти 693 çыннăн сăваплă ятне тупса палăртрăмăр. Çынсен хисепĕ тата та пысăкрах пулма пултарать. Елчĕк районĕнче çуралса ỹснисем тĕрлĕ регионта ĕçлесе пурăннă. Вĕсенчен нумайăшĕ шар курнă. Акă, сăмахран, Тутарстанри шар курнисемпе асап тỹснисем çинчен кăларнă 24 томлă "Астăвăм" кĕнекинче Чăваш Республикинче çуралса ỹснĕ, Тутарстанра ĕçлесе пурăннă 300 çын ытла репрессине лекнине пĕлтĕмĕр, вăл шутран тăххăрăшĕ - пирĕн районтан. Вĕсен ячĕсене те кĕнекене кĕртрĕмĕр. Ульяновск облаçĕнче те пирĕн республикăра çуралса ỹснĕ 59 çын тип шар курнă.

Кĕнекене, тĕпрен илсен, РСФСР Уголовнăй Кодексĕн 58-мĕш статйипе айăпланă 693 çынна кĕртнĕ. Вăл шутран Аслă Таяпа ял тăрăхĕпе 33, Аслă Елчĕк ял тăрăхĕпе 48, Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕпе 72, Лаш Таяпа ял тăрăхĕпе 95, Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕпе 54, Курнавăш ял тăрăхĕпе 112, Тăрăм ял тăрăхĕпе 56, Елчĕк ял тăрăхĕпе 114, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕпе 109 çын.

"Сирĕн ят вилĕмсĕр" ("Бессмертная слава") кĕнекене пичете ăна йĕркелекенĕн тата ответлă редакторăн Иван Иноходовăн, çак йĕркесен авторĕн, политика репрессийĕнче шар курнисен Чăваш Республикинчи общество организацийĕн Елчĕк районĕнчи уйрăмĕн председателĕн Алексей Ивановăн укçи-тенкипе хатĕрленĕ. Çак кĕнекене кун çути кăтартассишĕн çак çынсем укçа парса пулăшрĕç: Василий Александрович Александров (Кỹлпуç), Минадория Васильевна Алексеева (Аслă Пăла Тимеш), Наталия Александровна Андриянова (Тăрмăш), Валентина Алексеевна Владимирова (Тăрăм), Владимир Мефодьевич Волков (Аслă Шăхаль), Зоя Леонтьевна Волкова (Тăрмăш), Анастасия Петровна Федорова (Аслă Пăла Тимеш), Алексей Андреевич Иванов (Тип Тимеш), Елизавета Васильевна Иванова (Курнавăш), Таисия Андреевна Иванова (Тип Тимеш), Петр Михайлович Карсаков (Елчĕк), Лидия Пантелеймоновна Березова (Лаш Таяпа), Римма Пантелеймоновна Лявина (Лаш Таяпа), Валентина Ивановна Осипова (Тăрмăш), Александра Прохоровна Сайкина (Елчĕк), Евгения Пантелеймоновна Сорокина (Лаш Таяпа), Роня Александровна Иванова (Кỹлпуç), Владимир Николаевич Столяров (Аслă Пăла Тимеш), Лена Николаевна Лисицына (Аслă Пăла Тимеш), Вера Нестеровна Филимонова (Тăрăм), Владимир Григорьевич Щербаков (Тăрмăш).

Тавах сире, яланах сывлăхлă пулăр.

"Сирĕн ят вилĕмсĕр" кĕнекене заказпа кăна пичетлеме палăртнă. Заказсене пуш (март) уйăхĕн 1-мĕшĕччен кăна йышăнаççĕ. Кĕнекене кĕртнĕ çынсен ячĕсене çак телефонсемпе шăнкăравласа ыйтса пĕлме пултаратăр: 6-26-18, 8-937-396-61-73.

Алексей ИВАНОВ, 
политика репрессийĕсенче шар курнисен Чăваш Республикинчи 
общество организацийĕн Елчĕк районĕнчи уйрăмĕн председателĕ.



"Елчĕк Ен"
11 февраля 2015
09:17
Поделиться