Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Туслă коллектив

Туслă коллектив

Елчĕкри тĕп больницăри стоматологи уйрăмне Т.Михайловская ертсе пырать. "Земство тухтăрĕ" программăпа килĕшỹллĕн района ĕçлеме килнĕ вăл. Унран маларах Аслă Таяпари пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕнче А.Алексеев стоматолог ĕçлеме пуçăннăччĕ. Çамрăк тухтăрсем кĕске вăхăтрах хăйсен ăсталăхĕпе палăрчĕç.

Стоматологи уйрăмĕн коллективĕ туслă. Кунта пуян опыт пухнă тухтăрсем тăрăшаççĕ. Уйрăма нумай çул ăнăçлă ертсе пынă Ю.Пыльчиков стоматолога, Г.Клементьевăпа О.Немцев шăл тухтăрĕсене, С.Галошевăпа Л.Александрова шăл техникĕсене, Р.Викторова, В.Албарцева, Г.Вастулова медсестрасене, А.Майкова санитаркăна район çыннисем лайăх пĕлеççĕ. Вĕсем шăл ларттарма, кăларттарма, сиплеме килекенсемпе ăшшăн пуплеççĕ. Хăвăлçырмари Исония Волкова учительница-пенсионерка Ю.Пыльчиков протез лартнипе кăмăллă пулнине пĕлтерсе унта ĕçлекенсене тав туса та çырса ячĕ.

Аслă Пăла Тимеш, Аслă Таяпа, Аслă Елчĕк, Çирĕклĕ Шăхаль ялĕсенчи шăл тухтăрĕсен хисеплĕ ячĕ таврана саланнă.

Сăн ỹкерчĕкре: стоматологи уйрăмĕн коллективĕ.



"Елчĕк Ен"
07 февраля 2015
14:02
Поделиться