Дипломсемпе, парнесемпе
Лаш Таяпари информаципе культура центрĕ çумĕнчи "Тайпи" фольклор ушкăнне ял пуçланса кайнăранпа 400 çул çитнĕ май - 2012 çулта пуçарса ятăмăр. Унта ватăсем те кăмăллăн çỹреççĕ.
Чăваш Ен наци радиовĕн журналисчĕ Владимир Егоров пуçарса янă фольклор ушкăнĕсен "Иксĕлми çăл куçсем" конкурс-фестивальне иртнĕ çул эпир те хутшăнтăмăр. Пушкăрт Республикинчи хĕрĕх çула яхăн юрлакан, халăх ятне тивĕçнĕ коллективпа тупăшрăмăр. Паллах, вĕсен пултарулăхĕ пирĕнничен пысăкрах пулчĕ.
Кăрлач уйăхĕн 31-мĕшĕнче Шупашкарта "Иксĕлми çăл куçсем" конкурс-фестивалĕн гала-концерчĕ иртрĕ. 25 коллектив хăйсен юрри-ташшипе савăнтарчĕ. Унта "Тайпи" ушкăн та хутшăнчĕ. Çакна палăртма кăмăллă: Яманчỹрелĕнчи "Эткер" ушкăн та асăннă фестивальте анатри чăвашсен юррипе тыткăнларĕ. Çирĕм çул ытла каялла йĕркеленĕ коллектива районта кăна мар, республикăра та лайăх пĕлеççĕ. Вĕсен те Пушкăрт чăвашĕсемпе тупăшма тиврĕ. "Эткерсем" çĕнтерỹçĕ пулса тăчĕç.
Лаш Таяпа тăрăхĕнчи фольклор ушкăнĕсем Шупашкартан дипломсемпе тата хаклă парнесемпе таврăнчĕç.
Сăн ỹкерчĕкре: "Тайпи" фольклор ушкăнĕ.