Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Сентрисем тулли, хакĕсем тĕрлĕрен

Сентрисем тулли, хакĕсем тĕрлĕрен

Район центрĕнчи чи пысăк суту-илỹ центрĕсенчи таварсен хакне тĕрĕслесе тăрасси ĕнер е паян тухнă йăла мар. Халăхшăн питех те пĕлтерĕшлĕ продукци хакне пĕлтĕрхи çурла уйăхĕнчен тишкерсе тăраççĕ. Район администрацийĕн экономика пайĕн ертсе пыракан эксперт специалисчĕпе Наталья Доброхотовăпа "Арбат", "Магнит", "Санар", "Акатуй", "Органика" лавккасене çитсе куртăмăр.

Чи малтанах "Арбат" суту-илỹ центрĕнче пултăмăр. Галина Райкова сутуçă тавар хакĕсемпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Кунта 1 килограмм хуратул кĕрпине (ку кĕрпен хакĕ çĕпре пек хăпарса кайнă пирки чылайранпа калаçу пырать) 55 тенкĕпе туянма пулать. Ку хак, ыттисенчисемпе танлаштарсан, чи йỹнни. Çавăн пекех макарон изделийĕсен ассортименчĕ пуян кунта. Хакĕ те пысăках мар, кирек мĕнле вермишель-лапшан 1 килограмĕ 29 тенкĕ тăрать. Сутуçă çак кунсенче илсе килнĕ таварсенчен çăнăх хакĕ ỹснине палăртрĕ. Çав хушăрах улма-çырла хакĕсем йỹнелнĕ.

"Магнит", "Санар" лавккасене халăх йышлă çỹрет. Районти çак икĕ лавккара ял хуçалăх таварĕсем сутаççĕ. "Магнитра" пуçлă сухана 34 тенкĕ те 20 пуспа, çĕр улмине 26 тенкĕ те 80 пусран пуçласа 36 тенкĕ таран, хĕрлĕ чĕкĕнтĕре 17 тенкĕ те 10 пуспа туянма пулать. Иртнĕ эрнерипе танлаштарсан, кишĕр хакĕ чакнă. Халĕ унăн 1 килограмĕ - 31 тенкĕ те 40 пус.

Çак лавккасен сентрисем çинче тĕрлĕ сортлă çăмартасем йышлă. Хакĕсем ячĕсене, хăçан илсе килнине кура, тĕрлĕрен. Ярославль облаçĕнчен кỹрсе килнĕ путене çăмартисем те сентре çинче нумай выртмаççĕ. Вĕсен 20 штукĕ - 43 тенкĕ те10 пус.

Витринăсем, холодильниксем аш-какай, сĕт-çу продукчĕсемпе, пулăпа йăтăнса лараççĕ.

- Ват енне кайнăран сысна усрама пăрахрăм. Эпĕ халĕ Вăрнар аш-какай комбиначĕн таварĕсене ытларах туянатăп. Паян, акă, сысна ашĕн раговне туянтăм, унăн 1 килограмĕ 56 тенкĕ тăрать. Çамрăк пулнă пулсан, аш-какайне, юр-варне лавккаран туянмăттăм та, - тет Элекçей Тимешрен килнĕ ватă.

- Пирĕн пата килекен продукцисенчен ытларах пахча çимĕç, улма-çырла хакĕ самай ỹсрĕ, - тет "Магнит" суту-илỹ çурчĕн товаровечĕ Наталья Арбузова.

Калама кăна, пекин купăстин 1 килограмĕ 133 тенкĕ те 33 пус тăрать те.

Çăкăр-булка изделийĕсем пирки калас пулсан, мĕнле сортли кăна çук вĕсем. Елчĕксем ытларах Шупашкар, Çĕмĕрле, Улатăр, Вăрнар çăкăрĕсене кăмăлласа туянаççĕ иккен. Вĕсен хакĕсем тĕрлĕрен - ыраш çăкăрĕ 16 тенкĕрен пуçласа 18 тенкĕ таран, тулă çăкăрĕ вара - 20 тенкĕ. Елчĕк çăкăр завочĕн таварĕсене "Санарта" пĕр кĕтес уйăрса панă.

- Шкул ачисем хамăр патăмăрта пĕçернĕ вĕтĕ кукăльсене хапăлласа туянаççĕ. Тутлă та, йỹнĕ те вĕсем, - теççĕ "Санарти" сутуçăсем.

"Акатуй" лавккана çын йышлă çỹременни сисĕнчĕ. Эпир пулнă вăхăтра пĕр çын та кĕмерĕ унта.

- Ытларах çула май кĕрекенсем, çавна май тавар та пит сутăнмасть, - пăшăрханăвне пĕлтерет тинтерех çеç кунта ĕçлеме пуçланă Надежда Мисякова сутуçă.

"Органика" лавккара вара хамăр республикăра туса кăларакан апат-çимĕç таварĕсем ытларах пулни кăмăла çĕклет. Елчĕкри çăкăр завочĕн изделийĕсене аванах туянаççĕ кунтан. Çавăн пекех Комсомольски çăкăр завочĕ тулă хывăхĕнчен пĕçерекен çăкăра Елчĕксем хапăл туса туяннине калаççĕ сутуçăсем. Хакĕ те йỹнĕ унăн, 10 тенкĕ кăна, тутлă та. Вера Соловьева, Надежда Указова, Марина Обручкова сутуçăсем çĕнĕ çул умĕн кашни эрнере "Акконд" фирма кăларакан пылак çимĕçсене кăна 50-шар пин тенкĕлĕх сутнă.

Кунтах Елчĕкри обществăлла апатлану предприятийĕн тăварланă пуллине, пельменьне, катлетне туянма пулать.

- Эпир "Органика" лавккана çỹретпĕр. Тем тесен те хамăрăн патăмăрти апат-çимĕç тутлăрах та, сĕтеклĕрех те, - тет тавар туянакан Елчĕкри Маргарита Шепинова.

Пĕтĕмĕшле илес пулсан, тавар хакĕсен мониторингĕн кăтартăвĕсем тăрăх, районти суту-илỹ предприятийĕсенче раштав уйăхĕнчипе танлаштарсан, купăстан хакĕ 2,4 процент, кишĕрĕн 7,3 процент чакнă. Çав хушăрах çĕр улми 7,5 процент, сухан - 18,2, тип çу - 2,9, вермишель - 6, услам çу - 20,1, сахăр песукĕ - 7,9, çăмарта - 13,1 процент ỹснĕ. Халăхшăн питех те пĕлтерĕшлĕ ытти продукцисен (кăлпасси изделийĕсем, сĕтрен хатĕрленĕ продукцисем, ĕçмелли шывăн, тăварăн, хура чейĕн, пулă консервисен) хакĕсем иртнĕ эрнери шайрах.

В.КИРИЛЛОВА.

Сăн ỹкерчĕкре: "Органика" лавккара.



"Елчĕк Ен"
21 января 2015
08:12
Поделиться