Малалла ăнтăлма хистет
Патреккелти библиотекăра чăваш поэзийĕн никĕсне хывакана халалласа "Хĕрỹ чĕреллĕ поэтăмăр" кĕнекесен куравĕ уçăлнă. Çамрăк вулакансем çĕнĕ выставкăпа пĕрле "Çиçсе тăракан талант" видеослайдпа паллашнă. Библиотека ертỹçи Тамара Захарова чăваш Пушкинĕн иксĕлми таланчĕ çинчен чарăнса тăнă. Вулакансем К.В.Иванов пурнăçĕнчи паллăрах тапхăрсене тепĕр хут аса илнĕ.
Сăвăç пултарулăхĕ - ĕмĕр иксĕлми пуянлăх. Çамрăксем мухтавлă поэтăмăртан тĕслĕх илмеллине, унăн сăнарĕ малалла ăнтăлса вĕренме чĕннине палăртнă. Вулавăш ирттерекен "Силпи çăл куçĕн таса сасси" литература акцийĕн пĕрремĕш мероприятийĕ пурне те килĕшнĕ.
Т.НИКОЛАЕВА.
"Елчĕк Ен"