Павел Астахов тав тăвать
Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи Ача прависен уполномоченнăйĕ П.Астахов Чăваш Ен Пĕтĕм Раççейри "Çĕнраççей елкине" ыр кăмăллăх акцине хастар хутшăннăшăн, Донецк тата Луганск Халăх Республикисенчи ачасемпе çул çитмен ачасемлĕ çемьесене Çĕнĕ çул гуманитари пулăшăвĕ кỹнĕшĕн Чăваш Республикин Пуçлăхне М.Игнатьева чĕререн тав тунă.
Акци вăхăтĕнче çĕр-шывăн тĕрлĕ регионĕнче пухнă Çĕнĕ çул парнисене Раççей МЧСĕн вуннăмĕш гуманитари колонни Донецкпа Луганск хулисене 2014 çулхи раштав уйăхĕн 20-21-мĕшĕсенче илсе çитернĕ. Украина ертỹçисем граждан вăрçи пуçарнă регионсенчи ачасемпе çул çитмен ачасемлĕ çемьесем ентешсем пулăшнипе Çĕнĕ çул уявĕ умĕн хăйсене пăрахманнине, чун ăшшине, пĕр шухăшлă пулнине туйса илнĕ.