Йытăшăн явап тытăн
Хĕле кĕрсен эпир ялсенче йытăсем çапкаланса çỹренине асăрхатпăр. Хуçасем хăйсен тăватă ураллă тусĕсене урама кăларса яни пĕрре те ырă пулăм мар. Кирек мĕнле пулсан та йытăсене ирĕке яни хуçан яваплăхне чакармасть. Çавăнпа та асăрхаттарса каласшăн, саккунпа килĕшỹллĕн яваплă çынсем акт çырсан йытă хуçине штрафлама пултараççĕ. Ял çыннишĕн штраф виçи пĕчĕк мар - 500 тенкĕрен пуçласа 1000 тенкĕ таран.
Хальхи вăхăтра Елчĕк ял тăрăхĕнчи ялсенче рейдсем ирттеретпĕр. Çавна май урамсенче ирĕке янă йытăсем пуррине шута илтĕмĕр, вĕсен хуçисемпе тĕл пулса çирĕппĕн калаçрăмăр. Енчен те тăватă ураллă туссем ача-пăчана е ватăна тапăнсан? Йытă çынна сусăрлатсан хуçан пушшех ĕнсе хыçма тивĕ. Çавăнпа та йытăсене кăкаркăçра тытмалла.
Ю.БЛИНОВ,
Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ.