Тăкаксене саплаштарнă
Районти прокуратура ĕçченĕсем Елчĕкри тĕп больницăра ĕçлев саккунĕсене мĕнле пурнăçланине тĕрĕсленĕ.
Тĕрĕслев вăхăтĕнче тупса палăртнă тăрăх, 2013-2014 çулсенче служба командировкинче пулнă 84 çынна 172893 тенкĕ парса çитереймен.
Йĕркене пăснăшăн районти прокуратура районти тĕп больницăн тĕп врачĕ ячĕпе представлени тăратнă, должноçри 1 çынна явап тыттарнă. Командировка тăкакĕсен пĕр пайне саплаштарнă, ыттине çывăх вăхăтра парса татаççĕ.
А.КУРМАШЕВ,
район прокурорĕн пулăшаканĕ.
"Елчĕк Ен"