Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Повар стажĕ чĕрĕк ĕмĕр

Повар стажĕ чĕрĕк ĕмĕр

Елчĕкри "Солнышко" ача садĕнче повар пулса вăй хурать Вера Мальцева. Елчĕкри вăтам шкултан вĕренсе тухсан Шупашкарти училищĕре икĕ çул ачаран юратакан специальноçа алла илнĕ вăл. Унтанпа 25 çул сисĕнмесĕрех иртсе кайнă.

- Чунтан юрататăп хам суйласа илнĕ профессине. Шăпăрлансем валли тутлă та паха апат, ытларах чăваш апат-çимĕçне хатĕрлеме тăрăшатăп. Паян вара Интернет урлă пĕçерме те, сĕтеле сервировка тума та вĕренетĕн. Тавра курăма анлăлатсах пыма тăрăшатăп, - тет Вера Валерьевна.

Менюна улăштарсах тăрать повар. Пĕчĕкскерсем Вера аппăшне тутлă апат пĕçернĕшĕн тав тăваççĕ. Садикран тухса кайнисем те тĕл пулсан унăн тутлă апачĕшĕн тунсăхланине пытармаççĕ.

Вера повар профессийĕ кирек хăçан та питĕ кирлине ăнланать. Ăна суйласа илнĕшĕн пĕрре те ỹкĕнмест. Ĕçченлĕхĕпе, сăпайлăхĕпе, ăсталăхĕпе коллективра ырă ят çĕнсе илнĕ вăл.

"Солнышко" ача садне хальхи вăхăтра 99 шăпăрлан çỹрет. Виçĕ хутчен апатлантараççĕ вĕсене. Апатра полуфабрикатсем усă курмаççĕ. "Прогресс" АХОран сĕт, "Колос" ял хуçалăх производство кооперативĕнчен аш-какай туянаççĕ.

Сăн ỹкерчĕкре: В.Мальцева повар.



"Елчĕк Ен"
14 января 2015
10:50
Поделиться