Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Юлия Адюкова - Кремльти елкăра

Аслă Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти саккăрмĕш класра вĕренекен Юлия Адюкова Кремльти елкăна хутшăнма чыс çĕнсе илнĕ.

Çĕр-шывăн тĕп хулинче иртекен Президент елкине Чăваш Республикинчен пурĕ 46 вĕренекен хутшăннă. Унта пулса курма, паллах, чи пултаруллисене суйласа илнĕ. Юлия Адюкова республикăра тата Атăлçи федераци округĕнче ирттернĕ тĕрлĕрен мероприятисемпе конкурссен çĕнтерỹçи тата призерĕ пулнă. Унсăр пуçне, чăваш телевиденийĕн штатра тăман корреспонденчĕ те, ăна "Ачалăх урхамахĕ" передача ертсе пыма шаннă.



"Елчĕк Ен"
31 декабря 2014
14:44
Поделиться