Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ветерансен ларăвĕ

Совет халăхĕ Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине тивĕçлипе хатĕрленсе кĕтсе илес тата паллă куна уявласа ирттерес тĕлĕшри хатĕрленỹ ĕçĕсене çĕр-шывра анлă пуçарса янă. Районти ветерансен пĕрлехи ларăвĕнче те çак тема тĕп ыйтусенчен пĕри пулнă.

Тĕплĕ докладпа районти ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашĕн председателĕ С.Терентьева тухса калаçнине ларăва хутшăннисем тивĕçлĕ хак панă.

Социаллă хỹтлĕх пайĕн ертỹçи И.Аникина палăртнă тăрăх, шел пулин те, вăрçă ветеранĕсем сайралсах пыраççĕ. Тĕрĕссипе, вĕсем нумаййăн та тăрса юлман. Хальхи вăхăтра районта сывă пурăнакан Аттелĕхĕн Аслă вăрçин инваличĕсем - 6, вăрçă ветеранĕсем 23 çын анчах шутланаççĕ. Вĕсемсĕр пуçне 1 салтак арăмĕ, вăрçăра вилнĕ инвалидсен мăшăрĕсем 161-ĕн тата 787 тыл ветеранĕ пурăнаççĕ. Кăçал вĕсене пурне те "1941-1945 çулсенчи Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул" юбилей медалĕпе наградăлаççĕ.

Пĕрлехи лару ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан Л.Левый хутшăннă, пĕтĕмлетсе сăмах каланă: "Ỹсекен ăру çыннисене вăрçă паттăрĕсем çинчен тĕрĕс каласа кăтартасси тата паллă куна кирлĕ шайра хатĕрленсе ирттересси - пирĕн тĕп тивĕç", - тенĕ вăл.

Тĕрлĕ отрасльте ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă ветерансем чунĕпе çавах çамрăк. Ĕçлĕ калаçу хыççăн вĕсем пурте "Улăп" физкультурăпа спорт комплексĕнче тĕрлĕ ăмăртусенче вăй виçнĕ. Вĕсенче Г. Павлова, Н. Павлов, Г. Чуманов, Л.Анисимова, А.Игнатьева, Г.Туманов, В.Щербаков ветерансем малти вырăнсене йышăннă.

А.САЙКИНА.



"Елчĕк Ен"
31 декабря 2014
14:43
Поделиться