Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Улшăнусем кĕртнĕ

Кăçалхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен Раççей Федерацийĕн Административлă право кодексне кĕртнĕ улшăнусем вăя кĕреççĕ. Вĕсем федерацин "Ĕç условийĕсене ятарлă хак парасси" саккунне йышăннипе çыхăннă.

Чи малтанах, ĕçлев саккунĕсене пăснăшăн яваплăх тытмалли вăхăта тăсни - правăна пăснă кунран шутласа икĕ уйăхран пуçласа пĕр çул таран. Çакă яваплăха ỹстерме пулăшать.

Иккĕмĕшĕ, кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа правăна пăснин йывăрлăхне кура ĕçпе тивĕçтерекенĕн яваплăхне палăртни. Вĕсем шутне çаксем кĕреççĕ: ĕçлекенсемпе ĕç килĕшĕвĕ е гражданла право килĕшĕвĕ тăвассинчен пăрăнни, ĕçпе тивĕçтерекен ĕç условийĕсене ятарласа хакламанни, ĕçлекене ĕç сыхлавĕн йĕркисене паллаштармасăр, медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухмасăр ĕçе явăçтарни, ĕçлекене сыхлав хатĕрĕсемпе тивĕçтерменни.

Виççĕмĕшĕ, ĕçлев саккунĕсене пăснăшăн штрафсен виçисене палăрмаллах ỹстерни. Улшăнусемпе килĕшỹллĕн, ĕç сыхлавĕн саккунĕсене малтанхи хут пăссан должноçри çынсене 30 пин, юридици сăпачĕсене 150 пин тенкĕ таран штрафлаççĕ. Саккунсене тепĕр хут пăссан вĕсен виçи ỹсет: должноçри çынсене 40 пин, юридици сăпачĕсене 200 пин тенкĕ таран штраф кĕтет.

Асăннă улшăнусем ĕçпе тивĕçтерекенсен право дисциплинине ỹстерме хистеççĕ.

А.КУРМАШЕВ, 
район прокурорĕн пулăшуçи.



"Елчĕк Ен"
31 декабря 2014
14:47
Поделиться