Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Сывлăхпа спорт кунĕ

Чăваш Енри хуласемпе районсенче пурăнакансем Çĕнĕ çул уявне ирттернĕ хыççăн - кăрлачăн 5-мĕшĕнче Сывлăхпа спорт кунне хутшăнаççĕ.

Сывлăхпа спорт кунне пирĕн районта "Улăп" физкультурăпа спорт комплексĕнче тата ытти спорт сооруженийĕсенче ирттерме палăртнă. Çак кун районта пурăнакансем хăйсен сывлăхне çирĕплетме бассейна, тренажер залне тата ытти спортплощадкăсене тỹлевсĕр кĕме пултараççĕ.



"Елчĕк Ен"
31 декабря 2014
14:51
Поделиться