Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Патшалăх парăмĕ чакать

Телевиденипе, радиопа федераци бюджечĕ хăйĕн тăкакĕсене чакарни, регионсене хăйсен обязательствисене пурнăçласа пыма укçа-тенкĕ тупма йывăрри, çавăнпа нумайăшĕ хăйсен патшалăх умĕнчи парăмĕсене ỹстерсе пыни çинчен калаçусем пыраççĕ.

Пирĕн республикăра ку енĕпе лару-тăру мĕнле? Чăваш Ен правительстви парăма чакарассипе мĕнле ĕçсем туса ирттерет?

Чăваш Ен Финанс министерстви пĕлтернĕ тăрăх, 2014 çулхи чỹк уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăн патшалăх парăмĕ 8424,1 млн. тенкĕпе танлашнă. Çулталăк пуçланнăранпа ăна 14,28 процент чакарнă. Çакна палăртасшăн: федерацин Атăлçи округĕнче 3 регион çеç патшалăх парăмĕн шайне чакарассипе ĕçленĕ: Саратов облаçĕ (2,26 процент), Мордва республики (6,9 процент) тата пирĕн республика.

Çапах та, экономикăн тĕп постулатне "кăтартусен абсолютлă пĕлтерĕшне мар, танлаштарăвне пăхмалла" асра тытса, патшалăх парăмĕ хамăр илнĕ тупăшсен шайĕнче мĕнле вырăн йышăннине тишкерер. Çакна 2013 çулта регионсенчи ĕç тăвакан органсен ĕç-хĕлĕн эффективлăхĕн рейтингне хакланă чухне шута илнĕ. Унпа Чăваш Ен Раççейре 14-мĕш вырăн йышăннă, 165 млн. тенкĕлĕх гранта тивĕçнĕ.

Кăçал та ку енĕпе республика ăнăçлă ĕçлет. Чỹк уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енĕн патшалăх парăмĕ налук тата налуксен шутне кĕмен тупăшăн 39,2 проценчĕпе танлашнă. Республика федерацин Атăлçи округĕнче 4-мĕш вырăн йышăнать. Пирĕнтен лайăхраххисем Самар облаçĕ, Пушкăрт Республики тата Пермь крайĕ çеç. Çакă 2015 çула кĕнĕ чухне начар мар саппаслăх, мĕншĕн тесен Чăваш Ен çăмăл мар финанс тата экономика йывăрлăхĕсенче те патшалăх парăмне ỹстермест, пачах урăхла, ăна чакарса пырать.

Чăваш Ен правительстви предпринимательлĕхе аталантарма тĕрлĕ мелсемпе усă курать, сăмахран, производствăна аталантарма илнĕ кредитсемшĕн процент ставкине саплаштарма субсидисем уйăрать, налуксем енĕпе çăмăллăхсем парать.

Экономикăна аталантарма (çурт-йĕрсем тума, ял хуçалăхне, çул-йĕр хуçалăхне тата ытти сектора аталантарма бюджетран укçа-тенкĕ уйăрать) 2014 çулта 10 млрд. тенкĕ уйăрма палăртнă. Çакă, 2010 çулхипе танлаштарсан, 3 млрд. та 471,7 млн. тенкĕ е 53,2 процент ытларах. 2014 çулта налук çăмăллăхĕсем 672,6 млн., 2013 çулта 657,1 млн. тенкĕпе танлашнă.

Пĕтĕмлетсе çакна палăртасшăн: пирĕн республикăн правительстви патшалăх парăмне йĕркелесе пырассипе тарăннăн шутласа ăнăçлă ĕçлесе пырать.



"Елчĕк Ен"
31 декабря 2014
15:00
Поделиться