Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Депутатран - парне

Çĕнĕ çул уявĕ умĕн Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Ваттисен çуртĕнче сумлă делегаци пулнă. Ваттисене "Газпром газораспределение Чебоксары" АУО генеральнăй директорĕн çумĕ Т.Маркелова, район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Л.Левый, Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Л.Кошкин саламланă.

Т.Маркелова Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ К.Мифтахутдинов ячĕпе саламланă, 20 ватă çынна Çĕнĕ çул парнисем парса чыс тунă.

Ветерансем хăнасене хăйсем çыхнă чăлха-нускисем парнеленĕ.



"Елчĕк Ен"
31 декабря 2014
14:57
Поделиться