Ял библиотеки халăха питĕ кирлĕ
«Елчĕк районĕ – чăвашлăх утравĕ»: Çакăн пек каланине пĕрре мар илтнĕ. Чăваш Енри паллă çынсенчен те. Çак шухăшпа çĕр проценчĕпех килĕшетĕп, мĕншĕн тесен ку тăрăхра чăн чăвашла калаçаççĕ, мероприятисене - сав шутрах райадминистраци пуçлăхĕ тунтикунсерен йĕркелекен планеркăсене, район депутачĕсен Пухăвĕн ларăвĕсене – тăван чĕлхепех иртереççĕ.
Елчĕксем тăван чĕлхене юратни тата хисеплени районти ял тăрăхĕсен хушшинчи тĕп библиотекăра та лайăх сисĕнет. Акă, директорăн ĕç пÿлĕмĕн алăкĕ çине чăн чăвашла «Вулавăш ертÿçи» тесе çырнă. Стендсем пурте тенĕ пекех чăвашла. Тăван чĕлхепе тухса тăракан хаçат-журнал та куç умĕнче. «Эпир «Хыпар» хаçатпа «Çамрăксен хаçачĕн» электрон версийĕсене те çырăса илетпĕр, вĕсем йÿнĕрех, çитменнине çĕнĕ номерсем хăвăртрах çитеççĕ», - лару-тăрупа паллаштарчĕ тĕп библиотека директорĕ Людмила Зайцева.
Кăçал Культура çлталăкĕ пулнă май районти тĕп, ялсенчи библиотекăсен – пĕтĕмпе 24 вĕсем – ĕçченĕсем тем тĕрлĕ мероприяти (вĕсенчен чылайăшĕ халăха кĕнекене юратма хăнăхтарссипе тата вулава йăлана кĕртессипе çыхăннă) йĕркеленĕ, чăваш çыравçисемпе, пултарулăх çыннисемпе тĕлпулусем тăтăшах ирттернĕ. Вулавăш влаç органĕсемпе, тĕрлĕ предприяти-организаципе, массăллă информаци хатĕрĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлет, культура тата социаллă пуçарусен центрĕ пулса тăрать. «Эпир районта пурăнакансене информаци ресурсĕсемпе усă курса тата общество çыхăнăвĕсен тытăмĕ урлă тавракурăмне анлăлатма пулăшатпăр. Мĕн пытармалли, çĕнĕ технологисем пурнăçа кĕрсе пынă май кĕнеке патне туртăнакансен йышĕ майĕпен чакать, çапах ял библиотеки халăха паянхи кун та питĕ кирлĕ», - калаçăва тăсрĕ Людмила Алесандровна. Ахальтен мар ĕнтĕ библиотекăра йĕркелекен тĕлпулусене, ытти мероприятие çын йышлă пухăнать.
Тĕп вулавăшра «Çутçанталăк тата çын», «Шурă туя» (куçĕ япăх кураканисем валли) клубсем ĕçлеççĕ. Вĕсене çÿрекен çынсемпе РФ Пенси фончĕн Елчĕк районĕнчи управленийĕн пуçлăхĕ, райадминистраци пайĕсен ертÿçисем тата ытти специалистсем тăтăшах тĕл пулаççĕ, саккун çĕнĕлĕхĕсемпе паллаштараççĕ, кăсăклă пĕр-пĕр темăпа лекци вулаççĕ, сывлăха упрама вĕрентеççĕ, ыйтусене хуравлаççĕ. Тĕрлĕ шайри пуçлăхпа куçа-куçăн калаçма май туса панăшăн библиотекарьсене çынсем чĕререн тав тăваççĕ.
Культура çулталăкĕнче ял тăрăхĕсен хушшинчи тĕп библиотека директорĕ Людмила Зайцева РФ Культура министерстви йĕркеленипе Мускав тата Владимир хулисенче иртнĕ «Ял библиотекине юсаса çĕнетни – вырăнти лару-тăрăва улăштармалли хатĕр евĕр» проект-аналитика семинарне хутшăннă. Пирĕн республикăран унта вăл пĕччен çеç кайнă. «Республикăн тĕрлĕ кĕтесне тата унăн тулашне тухса çÿрени, ыттисен опычĕпе паллашни ĕçре пысăк пулăшу кÿрет. Раççей шайĕнчи семинарта тĕрлĕ регионтан килнĕ ĕçтешсемпе ялсенчи вулавăшсен йывăрлăхĕсене сÿтсе яврăмăр», - терĕ директор. Кăçал октябрь уйăхĕнче районсенчи вулавăшсен ертÿçисем валли йĕркеленĕ курссенче пулнине те, Пенза облаçĕнчи М.Лермонтовăн «Тарханы» музей-заповедникне кайса килнине те хавхаланса аса илет библиотекăра 1978 çултанпа тăрăшакан Людмила Александровна.
Елчĕкри вулавăшра ĕçлекенсен опычĕпе те ыттисем кăсăкланаççĕ. Акă,: ноябрь уйăхĕнче Краснодар крайĕнчи муниципалитет библиотекисен ертÿçсем Елчĕкри тĕп тата Аслă Елчĕкри вулавăшсенче пулса курнă. Инçетрен килнĕ хăнасем Аслă Елчĕкре халăха ял библиотеки урлă патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсене мĕнлерех панипе паллашнă. РФ Президенчĕн 2012 çулхи май уйăхĕн 7-мĕшĕнчи «Патшалăх управленийĕн тытăмне лайăхлатмалли тĕп çул-йĕр çинчен» 601-мĕш указне пурнăçласа халăха патшалăх пулăшăвĕ парас тĕллевпе районти библиотекăсен никĕсĕ çинче нумай функциллĕ центрсен 8 «чÿречине» уçнă. Вĕсем «пĕр чÿрече» мелĕпе аванах ĕçлесе пынине палăртмалла, ахальтен мар ĕнтĕ Елчĕксем ку енĕпе республикăра 5-мĕш вырăнта.
Районта хастар та пуçаруллă библиотекарь сахал мар. Вĕсем тĕрлĕ конкурса хутшăнса çĕнтереççĕ, çапла майпа хăйсен професси пĕлĕвне те анлăлатаççĕ. 2014 çулта Сергий Радонежский преподобнăй çуралнăранпа 700 çул çитнине халалласа Наци библиотеки проект хатĕрленĕ, унпа килĕшÿллĕн Елчĕк районĕнче куçса çÿрекен выставка йĕркеленĕ. Тĕрлĕ ял тăрăхне çтнĕ çав курав. Аслă Таяпа ял тăрăхĕнче унпа çынсем чиркÿре паллашма пултарнă. Республикăри «Сергий преподобнăя пуç таятпăр» культура-вĕрентÿ форумне те хутшăннă вĕсем. Сергий Радонежские халалланă марафонра хастарлăх кăартнăшăн районти тĕп библиотека ЧР культура министрĕн Вадим Ефимовă Тав çырăвне тата Çветтуй Троица Лаврине кайса курма 2 сертификата тивĕçнĕ. Кăçалах тĕп тата Аслă Пăла Тимеш ял библиотекисен пĕрлехи «Православи çути» проекчĕ «XXI ĕмĕр библиотеки» номинацире 1-мĕш вырăн йышăннă, вĕсене планшет тата çĕнĕ кĕнекесем парнеленĕ. Çавăн пекех районти вулавăшсен ĕçченĕсем тĕрлĕ ытти конкурса хутшăнса палăрнă.
Библиотекарьсем сывă пурнăç йĕркисене кăмăлаççĕ. Акă, районти тĕп вулавăшра ĕçлекенсем кăçал октябрь уйăхĕнче «Ěçпе хÿтĕлеве хатĕр» комплексăн нормативĕсене пурнăçланă. ГТО нормисене каялла тавăрма палăртнине ырласа йышăннă вĕсем.
2015 çул Раççейре – Литература çулталăкĕ, Чăваш Енре вара К.В.Иванов ячĕпе иртет. Билиотекарьсем хатĕрленме пуçланă ĕнтĕ, вĕсен çĕнĕ шухăшсемпе идейăсем яланхи пекех тем чухлех. «Кун пек хастарсем ĕçленĕ чухне библиотека пур, пулать те», - çакăн пек пĕтĕмлетрĕм Елчĕкри тĕп библиотека ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă хыççăн.
Ирина Клементьева.
Сергей Журавлев сăнÿкерчĕкĕ.