Малалла - пĕр ĕмĕр патне
Курнавăш ялĕнчи тыл тата ĕç ветеранĕ Софья Ильинична Атаманова раштав уйăхĕн 19-мĕшĕнче 95 çул тултарчĕ. Кăçалхи Çĕнтерỹ уявĕнче курнăранпа та ларса калаçма тỹр килменччĕ унпа. Пĕр ĕмĕр патне талпăнакан çирĕп хĕрарăм кун-çулне мĕнле утса тухнине пĕлес кăмăлпа ятарласа килне кайрăм.
Мана кĕтнĕ пекех урама тухакан алăкĕ яри уçă, Светлана кинĕ картишĕнче тăрмашать. Урамранах ку çуртра тирпейлĕ те харсăр çынсем пурăннине туйса илетĕн. Пурте вырăнлă, таса. Унтан ытла пулма та пултараймасть пек туйăнать.
Хам мĕншĕн килнине пĕлтерсен, аллинчи ĕçне пăрахсах Светлана мана пỹртне чĕнчĕ.
- Иртĕр, пирĕн анне çын килнине питĕ юратать, калаçас килет унăн, - тесе амăшĕн пỹлĕмĕ патне илсе пычĕ.
Сухви аппа чăнах та мана курсан савăнсах кайрĕ. Иксĕмĕр темччен ăш пиллĕн калаçса лартăмăр. Хăйĕн пурнăçĕ çинчен каласа пама ыйтсан Сухви аппа çапла пуçларĕ:
- Пурнăçăм çинчен пĕтĕмпех каласа парас пулсан, пĕр кĕнеке çырма пулать. Темле хура-шур витĕр те тухма тиврĕ мана. Çак çула çитĕп тесе шутлама та пултарайман.
Манăн мăн асатте Николай Курчин арман хуçи пулнă. Асатте, асанне, атте, анне çав арманта ĕçлесе ăна тытса тăнă. Выльăх нумай усранă, хăйсен çĕрĕ çинче тыр-пул акса-туса илнĕ. Çын тытса ĕçлеттермен. Хăйсемех тăрăшса ĕлкĕрсе пурăннă. Асанне пирĕн пир-авăр тĕртме питĕ ăста пулнă, сурпансем тĕртнĕ. Ĕçлесе ĕлкĕрме йывăр пулнă пирки аттене 16-рах авлантарнă. Атте жнейкăпа, анне алăпа питĕ вăйлă тырă вырнине хам та астăватăп. Аннепе Зина аппа иккĕшех виçĕ лашапа кĕлте турттарнине каласа паратчĕç. Эпир 6 пĕр тăван çитĕннĕ. Эпĕ, чи кĕçĕнни, выçлăх умĕн çуралнă. Аттепе аслă тете Алексей аякка хăма çурма çỹренĕ. Атте хăма çурнă чухне чирленĕ те часах çĕре кĕнĕ. Алексей тете киле таврăннă чух поезд çинче вилнĕ. Мĕнле чăтса ирттернĕ-ши çак хурлăха пирĕн анне тесе шухăшлатăп вара. Хăйсем хире ĕçлеме кайнă чухне мана та, утайманскере, пĕрле илнĕ. Ана хĕрне лартса хăварнă. Куçа хупса ларма хушнă. Вара эпĕ виçĕ кунтан çеç куçа уçайнă. Питĕ хăранă пуль ĕнтĕ. Тăхăнмалли пулманнипе ялан çара уран çỹреттĕм. 3 çулта çеç утма пуçланă эпĕ.
Ялти шкулта питĕ лайăх вĕренсе 7 класс пĕтертĕм. Шкулта вĕреннĕ чухне пире кулак тесе çуртран кăларса ячĕç. Лайăх япаласене туртса илсе хамăра çĕтĕк тумтирпе Елчĕке, унтан Канашри пĕр çурта илсе кайса хăварчĕç. Виçĕ эрне унта пурăннă хыççăн Улатăрти тĕрмепе юнашар пĕр барака вырнаçтарчĕç. Ялти тепĕр çемьен хĕр ачипе, Лидия Светопольскаяпа иксĕмĕр ыйткалама çỹреттĕмĕр. Чиркỹре пĕр хĕрарăм пире шеллесе тумлантарни халĕ те асăмран тухмасть.
Ака уйăхĕнче пире киле ячĕç. Шыв-шур алхаснă вăхăт. Мишша Илчи пире пĕрерĕн-пĕрерĕн çĕклесе варсем урлă каçарчĕ.
Пуян хĕрĕ пулнă тесе мана малалла вĕренме илмерĕç. Шкула техничкăна ĕçлеме кĕтĕм. Çурăлман вутăсене чукмарпа çапса çураттăмăр, кăмака хутса пултарса, тасатса тăраттăмăр. Лашасене çитерме те нумай çỹренĕ. Пĕр çул нянькăра та ĕçлерĕм.
Каярахпа колхоза кĕтĕмĕр. Тырă ăнса пулсан пỹрт лартрăмăр. Васса аппа арçын вырăнĕнчех ĕçлетчĕ. Тин çеç сывлăш çавăрса ятăмăр тенĕ чухне вăрçă пуçланчĕ. Хĕрсене те салтака хатĕрлетчĕç, Улатăр тăрăхĕнче окопсем чаваттăмăр. Хĕрарăмсемпе тырă акаттăмăр. "Ку Сухви хăçан çывăрать-ши?" - тенине пĕрре мар илтнĕ. Вунă хĕр арçынсемпе вăрман касаттăмăр. Вĕсене вăрмантанах вăрçа илсе кайрĕç, ялти çул çитмен çамрăксене пирĕн пата ячĕç. Вĕсене те нумай тăратмарĕç, вăрçă хирне ăсатрĕç. Кайран тата 6 хĕр килчĕ. Эпĕ асли. Пуриншĕн те ответ тытмаллаччĕ.
Пĕрре лашасене тăлласа çиме ятăмăр та хĕрсемпе çырла татма кайрăмăр. Нумай та çỹреймерĕмĕр, лашана турат тăрăннă тесе пĕлтерчĕç. Туратне туртса кăларсан, юн вăйлă кайнипе лаша çавăнтах вилсе кайрĕ. Кăшкăрса йĕретĕп - лашашăн тỹлемелле вĕт ĕнтĕ манăн!
Мана хĕрхенсе вырăнти çынсем лашан тирне сỹсе, какайне столовăя парса укçана çавăрчĕç. Кайран ытти хĕрсем каннă вăхăтра та лашасене эпĕ куçран çухатман, пăхсах тăраттăм.
Вăрçăран аманса таврăннă Коля Атаманов мана пĕрле пурăнма шутлани çинчен пĕлтерчĕ. Тепĕр темиçе кунтан Анна Микихина килне качча илсе кĕчĕç.
Малтанхи вăхăтра Коля суранĕсемпе питĕ асапланатчĕ. Пурăнасса та питĕ йывăр, чухăн пурнăçпа пурăнатчĕç вĕсем. Çине тăхăнма та нимех те çукчĕ. Вăхăт иртнĕçемĕн тĕрекленчĕ, аллинчен ĕç ямастчĕ. Колхозра правлени членĕ пулса тăрăшатчĕ, хирте, стройкăра бригадирта вăй хучĕ. Каярахпа кладовщикра тăрăшрĕ. Алли-ури пур ĕç патне те çыпăçатчĕ. Мана пурнăçра кỹрентерсе курман. Иксĕмĕр пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса ĕçлеттĕмĕр. Пĕрле 7 ача çуратса пăхса çитĕнтертĕмĕр. Ачасемпе савăнатăп, пурте ырă, сывă пурăнаççĕ.
Атамановсен асли, Валери, Çĕнĕ Шупашкарта хими комбинатĕнчен пенсине тухнă. Халĕ те ахаль лармасть.
Вера Çĕнĕ Шупашкартах, стройкăра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Вăл та ĕçлет-ха.
Федя килте. Вăл тăван колхозра груз турттармалли пысăк автомашинăпа водительте тăрăшнă. Надя та аслисем пекех, стройкăра ĕмĕрне ирттернĕ. Ỹркенменскер халĕ те ĕçлет.
Борис - тренер. Вăл СССР спорт мастерĕ. 8000 метра чупассипе Чăваш Республикин тата Раççей чемпионĕ, физкультура тата спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Унăн медальсем те нумай. Борис Волгоград хулинчи физкультура институтне пĕтернĕ, Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен шкулĕн директорĕнче ĕçленĕ. Халĕ Шупашкарти спорткомплекс директорĕ.
Минадора Шупашкарта сĕтел-пукан тунă çĕрте вăй хурать.
Светлана аслисем хыççăн Çĕнĕ Шупашкарта хунав янă, спорткомплексра тĕп бухгалтер пулса тăрăшать.
Софья Ильинична пуян та телейлĕ çын: унăн 15 мăнук, 13 кĕçĕн мăнук. Пурте лайăх, килĕштерсе пурăнса, тỹрĕ кăмăлпа вăй хурса савăнтараççĕ ăна.
Ывăл-хĕрĕ амăшне пĕчĕк ачана пăхнă евĕр тимлĕх уйăраççĕ.
- Çак çула çитсе пĕринчен те усал сăмах илтсе курман. Çавăнпа та ĕмĕрĕм вăрăм пулчĕ пулĕ, - тет ĕç ветеранĕ.
Сухви аппана вăрçă вăхăтĕнче тылра хăйне шеллемесĕр, ыйхă тĕлне пĕлмесĕр ĕçленĕшĕн "1941-1945 çулсенчи Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн" медальпе наградăланă. Вăрçă хыççăн юхăннă хуçалăха аталантарас тесе канăçа пĕлмесĕр уй-хир, пахча çимĕç, строительство бригадисенче вăй хунăшăн, 7 ачине те хăйсем пекех ырă та харсăр, пултаруллă çынсем пулма хăнăхтарнăшăн "Ача амăшĕн" орденĕпе тата медалĕпе, "Ĕç ветеранĕ" медальпе наградăланă.
Сухви аппа чăннипех те мухтава тивĕçлĕ çын. Выçлăх çулĕсенчи, çемье пурнăçĕнчи инкексене, Аслă Отечественнăй вăрçăн йывăрлăхĕсене çĕнтерсе 95 çула çитсе те вăл хăйĕн çирĕплĕхне çухатман. Сăнĕ те çутă, хаваслă унăн, тăнĕ те çивĕч.
Малалла утмалла, 100 çул урлă каçмалла пултăр санăн, Софья Ильинична.
Д.СМИРНОВА.
Сăн ỹкерчĕкре: Р.Горшкова сăн ỹкерчĕкĕнче: Софья Атамановăна 95 çул тултарнă ятпа район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Л.Левый, социаллă пулăшу пайĕн начальникĕ И.Аникина тата Курнавăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Кузьмин саламлаççĕ.